Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ; 11. ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,] 12. вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пырса вырӑнаҫнӑ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара [Иаков] ҫав вырӑна Вефиль тесе ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ.19. И нарек [Иаков] имя месту тому: Вефиль, а прежнее имя того города было: Луз.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах хулапа хулан тӗлӗ пур.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫавӑнпа та хулан ҫӗнӗ ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе хастартарах ӗҫлеме, республика Правительствине вара Ҫӗнӗ Шупашкара картишсен территорийӗсене юсама хушма укҫа-тенкӗ уйӑрса памалли майсене пӑхса тухма сӗнетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945