Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хронологи сăмах пирĕн базăра пур.
хронологи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир хамӑр статьяна, хронологи йӗркине асра тытса, пӗрремӗш кӗнекерен пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Нубири авалхи патшалӑхӗсен тӗп хули вӑл вӑхӑтра хронологи йӗркипе Керма, Напата тата Мероэ хуласем пулнӑ.

Столицей древних нубийских царств в то время в хронологическом порядке были города Керма, Напата и Мероэ.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫавӑнпа малалла ҫырни хронологи енчен пӑтранчӑкрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ку таранччен ман асаилӳсем хронологи йӗркине пӑхӑнса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тӗп сюжет аталанӑвне кура текстсене (унччен «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ» ярӑмпах тухнӑ «Янавар юмахӗсем» тата «Нараста юмахӗсем» кӗнекесенчи евӗрех) сюжетлӑ-вариантлӑ «йӑвасене» пӗрлештерсе тухнӑ, «йӑвасем» ӑшӗнче текстсене хронологи йӗркипе вырнаҫтарнӑ.

С учетом основной сюжетной линии (как и в томах «Сказки о животных» и «Волшебные сказки», опубликованных в серии «Чувашское народное творчество») тексты объединены в сюжетно-вариантные гнезда, внутри каждого гнезда тексты располагаются в хронологическом порядке.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Малтанхи кӗнекинчи событисем хронологи тӗлӗшӗнчен XX ӗмӗрӗн пуҫламӑш ҫулӗсенче тапранаҫҫӗ те 1917 ҫулхи кӗрхи кунсемпе вӗҫленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Эпӗ хронологи йӗркипе ҫырса пырӑп.

Буду описывать в хронологическом порядке.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна тӗрӗсрех пӗлес тесе, эп истори кӗнекине уҫса пӑхрӑм, анчах унта хронологи датисем ҫук, кашни страницах «этемлӗхе юратни», «тӗрӗслӗх», «мораль», «ырӑ ӗҫ» сӑмахсемпе чӑпарлатнӑ.

Чтобы справиться, раскрыл книгу по истории, в книге не было дат, зато каждая страница изобиловала словами «гуманность», «справедливость», «мораль» и «добродетель».

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех