Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хитре сăмах пирĕн базăра пур.
хитре (тĕпĕ: хитре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле хитре вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑмӑллӑ, ҫӑпанлӑ, хитре

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Илемлӗ вырӑн» тесе качча килекенсем чылаях пулнӑран-ши — кунта ҫутҫанталӑка юратса унпа киленме пӗлекенсем, тарӑн туйӑм-сисӗмлӗ, ырӑ та ҫемҫе чунлӑ ҫынсем, хитре хӗрсем чылай, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл — хитре.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чуна хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫӗре илсе кайрӗ вӑл, ачалӑхӑн чи хӳхӗм саманчӗсене чӗртсе тӑратрӗ, кулленхи тӗссӗр ваклӑхсенчен хӑтарса, пысӑк тӗллевлӗ, хитре ӗмӗтлӗ пурнӑҫпа чун-чӗрешӗн тӑвӑллӑ тӗнчене илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мартин Мартынч ҫав вӑхӑтра хӑйӗн хваттерӗн чӳречисемпе алӑкӗ умне, урамран ҫӗр ҫавӑрса илсе, хитре кӑна карта тытса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Кӑшкӑрашаҫҫӗ тет, хитре калаҫса тавара хӑвӑртах сутса яраҫҫӗ тет.

Зазывают прохожих да заговаривают, быстро товар продают.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Мӗнлерех хитре вӗсем, сӑртсем пек лараҫҫӗ.

Красота, чуть ли не горы.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

«Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламларӗ патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Анчах ялан наҫилкке йӑтса, катмак сулса, хитре пӗвӗмӗрсем вӑхӑтсӑр ан кукӑрӑлччӑр.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Сӑнран-кӗлеткерен те хитре эсӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хитре ташлатӑн эсӗ, Павӑл, — хӗр ҫӳҫенсе илчӗ те каччӑ ҫумне йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сӑнран Лисук Чӗкеҫех ҫитмест пуль те, ҫапах хитре хӗрарӑм вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Ҫамрӑк вӑхӑт хитре те, анчах ӗмӗре пымалла мар-ҫке вӑл, вӗҫӗ те пулмалла ун.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Петӗр кӗтмен ҫӗртен вилсе выртрӗ те, Чӗкеҫе куккӑшӗ, Хитре Хӗветӗр, хӑйӗн патне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Йывӑҫ курчӗҫ — хуҫса антармалла вӗсен, хунар ҫакӑнса тӑрать — ҫапса ватмалла, хитре пукан-кресло ҫине ларчӗҫ — касса-ҫӗтсе пӑсмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл журналне юнашар пукан ҫине хучӗ, ҫӗрелле тинкерчӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр вӑрӑм хитре пӳрнисемпе креслӑна тӑкӑртаттарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Савченко вара вут-ҫулӑм айӗнчех кӑкшӑм курӑкӗн ҫеҫкине асӑрханӑ та ытараймасӑр татса илнӗ, халь, ав, вӑл — сывӑ юлнисенчен чи ҫамрӑкки, сарӑ ҫӳҫлӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ хитре каччӑ — ҫеҫке ҫине пӑха-пӑха калаҫать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл маншӑн каччӑ чухнехи пекех хитре, эпӗ ӑна каччӑ чухнехи пекех хытӑ юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗлетре хӑйӗн ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн мар (Верук алли пите йӗр туса хӑварман-ха вӑл, пит ҫумне ҫыпӑҫса юлман), Поляковпа ҫыхланнӑшӑн та мар (тепӗр тесен, мӗнле хӗрарӑм савмасӑр чӑтӗ ҫав таранчченех хитре арҫынна) — килтен тухса кайса мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫилленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех