Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хитре сăмах пирĕн базăра пур.
хитре (тĕпĕ: хитре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тери хитре вӑл!

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Апла пулин те «Хитре» бренд чӑвашсене кирлех пулнине туйса алӑ усман Екатерина.

Тем не менее, осознавая, что бренд «Хитре» необходим чувашам, Екатерина не опустила руки.

«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html

Ҫак кунсенче вара Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫав ӑстан «Хитре» брендпа ҫӗленӗ япалисен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлнӑ.

В эти дни в музее чувашской вышивки открылась первая выставка предметов данной мастерицы, сшитых под брендом «Хитре».

«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html

Валентина Александровнӑн чечексем хушшинче чи юратнисем ҫук, вӑл хитре мар чечексем пулмаҫҫӗ тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Унӑн илемлӗхне туйсан, тӑван сӑмахсен хитре янӑравне илтсен вӗсем, тен ӳлӗмрен ӳссе ҫитӗнсен хапӑл тусах юратса калаҫӗҫ чӑваш чӗлхипе.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ку текстсем хушшинче хитре те хӑйне евӗр хайлавсемпе («Ҫӗлен ҫӗршывӗнче» т. ыт. те) пӗрлех вӑйсӑр текстсем те пур («Патша ҫинчен», «Иванпа ҫӗленсем ҫинчен», «Иван паттӑр», «Вилӗмсӗр чун ҫинчен» т. ыт. те).

Среди них, несомненно, есть оригинальные, хорошие произведения («В стране змея»). Но есть и слабые тексты («Про царя», «Об Иване и змеях», «Иван-батыр», «О бессмертной душе»),

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Е тата «Юман паттӑр», «Иван паттӑр», «Кришка паттӑр ҫинчен» хайлавсем хитре, чӗлхи те аван, анчах вӗсем нараста (асамлӑ) юмахсем шутне кӗреҫҫӗ.

В архиве ЧГИГН немало таких сказок («Юман-батыр», «Иван-батыр», «Гришка-батыр», где и язык, и сюжет заметно выделяются.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чи чаплӑ парне вырӑнне хитре ҫамрӑк хӗрсем пулнӑ.

По их представлениям, угодить повелителю вод можно, только отдав самых красивых и юных девушек,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Часах эпир ял ҫыннисемпе ҫӗнӗ, хитре, паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен медпунктра ӗҫлеме пуҫлӑпӑр, — уҫать шухӑшне фельдшер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шелттемре — ҫӗнӗ ФАП // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Пӗвӗр илемлӗ-ҫке, сӑнӑр хитре, Вӑтанатӑп ҫийӑра (ҫийӗре) пӑхмашкӑн.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

«Хитре-ҫке манӑн арӑм. Хитре те илӗртӳллӗ», — палӑртмарӗ ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, яштака, сарӑ ҫӳҫлӗ Наташа хитре сассипе юрӑ шӑрантарать: Свет твоего окна Для меня погас Стало вдруг темно.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗр-пӗр хитре пике илсе килме те чармастӑп…

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хитре пурӑнтӑмӑр пӗр ҫул.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Кӗскен каласан, малтанхи вӑхӑтра Макар Кузьмич чаплӑ хваттер илесси пирки питех шухӑшламан, мӗншӗн тесен хӑйӗн килне те тиркемен вӑл (пятистеннӑй пӳрт, сарай, нӳхреп, сад, ун варринче хитре кӑна беседка…).

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хитре ҫынсем пурне те килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен енне ҫынсене ҫавӑрма ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Ятлӑ-сумлӑ, шурӑ халатлӑ, хитре хӗре куҫ хывакансем те сахал мар пулнӑ.

Немало было и тех, кто приглядывался к получившей хорошую известность девушке в белом халате, к тому же, красивой.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Ҫакӑнта сан хитре те ырӑ чунлӑ, мана ҫеҫ ӑнланакан, маншӑн пурӑнакан темӗнле ҫуралман чун пур пекех…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хитре хӗр пулатчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑн чухлӗ хитре майра сая кайнӑ чух ма манӑн пӗртен-пӗр хӗре илес ун?

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех