Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплеҫҫӗ (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Семен Петрович (вӑл пӗр ҫулталӑк еннех колхоз председателӗ те пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна ашшӗ ячӗпе хисеплеҫҫӗ) — пӗчӗк пӳ-силлӗ, аллӑ урлӑ каҫнӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эх, хисеплеҫҫӗ иккен хӗрарӑма ҫак чун хушакан ҫуртра.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑма уҫӑ, ырӑ чунӗшӗн ӗҫтешӗсем те хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Тӗрӗссипе каласан, арҫынсем пурте хисеплеҫҫӗ Уккана.

Если честно, мужчины уважают Укку.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем хисеплеҫҫӗ ӑна кунта.

Его здесь уважают.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унта хутшӑнакансем тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, халӑх йӑлисене хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Унта сан пек ӑстасене ытларах хисеплеҫҫӗ.

Там мастеров-то, вроде тебя, получше ценят.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗрне пӗри аван пӗлеҫҫӗ, Пӗрне пӗри пит хисеплеҫҫӗ — Пӗрле вӗреннӗ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн хисеплеҫҫӗ ӑна коллективра.

Куҫарса пулӑш

Яланах рейса тухма хатӗр // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%8f%d0%b ... 82e%d1%80/

Ҫавӑншӑн хисеплеҫҫӗ те ӑна вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/

Ӑна ӑсатма ҫакӑн чухлӗ халӑх килни аван-ха вӑл, эппин, ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнче Саррине кирлӗ ҫын тесе шутлаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ ӑна, анчах, тепӗр енчен, ку ӑсату пирки паян-ыранах Бурнаш пеккисем пӗлеҫҫӗ-ҫке, ун пирки ҫийӗнчех Хусана систерсе хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти халӑхӑн нушине ӑнланса ӑна татса пама тӑрӑшать, бюджет укҫи-тенкине перекетлӗ те кирлӗ пек усӑ курать, ҫынсен пуҫарӑвне шута илет тӗк — ӑна пушшех те хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Ӑна ӗҫтешӗсем хисеплеҫҫӗ, унӑн сӗнӳ-канашне шута илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш хулине ҫур ӗмӗр ытла паха шывпа тивӗҫтерет // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... 8%d0%b2ec/

Сипленме пыракансем ӑна юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сипленме пыракансем хисеплеҫҫӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/14/%d1%81%d0% ... %d0%b5cce/

Хаклаҫҫӗ, юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ.

И ценят, и любят, и уважают.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем сире хаклаҫҫӗ, юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ.

И ценят, и любят, и уважают.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Хӑйсен ҫыннисене хисеплеҫҫӗ тутарсем.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурлӑх пулсан, ҫӗр пулсан, ят пулсан Булат Ширинсем те хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна пурте хисеплеҫҫӗ, — терӗ Павлуш, Соня мӗншӗн кӳреннипе ӑнланса илеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мишӑна юратаҫҫӗ пулсан, сире те хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех