Шырав
Шырав ĕçĕ:
1959-1971 ҫулсенче вӑл «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн /халӗ «Хыпар»/ литература сотрудникӗ, корреспонденчӗ, культура, литература тата искусство пайӗн пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ, 1974-1988 ҫулсенче — хаҫат редакторӗ пулнӑ.
Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4
Ача, хаҫат вуласа, нимӗн те илтмен пек пулса ларчӗ, анчах вӑхӑтран вӑхӑта вӑл хаҫат листи хыҫӗнчен амӑшне питӗнчен пӑха-пӑха илчӗ, вӑл пӑхни амӑшне килӗшрӗ те, вӑл йӑл кулса илчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун ячӗпе типографи машинӗсем ҫӗр пин хут та ытлашши ҫавӑрӑннӑ, ун ҫинчен хыпарсем пӗлесшӗн пулса хула тӑрӑх репортерсем ҫӗршерӗн ҫӳренӗ; «World», «Tribune», «Sun», «Herald» ятлӑ хаҫатсем кӑларакан пысӑк ҫуртсем умӗнчи площадкӑсене хаҫат сутса ҫӳрекен ачасем ытти кунхисенчен темиҫе хут ытларах пухӑна-пухӑна тӑнӑ.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чи паллӑ хаҫатсенчен пӗри — «Sun» хаҫат митингӑн кашни тапхӑрӗ ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартма пулнӑ, ҫавӑнпа та кашни ҫур сехетренех уйрӑм страница хушса кӑларма палӑртнӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Темле ҫынсем, балкон ҫине хаҫат ҫыххисене йӑта-йӑта тухнӑ, тӑкӑрлӑка пухӑннӑ ачасене, вӗсенчен маркӑсем илсе, хаҫат ҫыххисем ывӑта-ывӑта панӑ.
XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Шӑп ҫав вӑхӑтра каҫхи хаҫат тухни ҫинчен пӗлтернӗ, пӗчӗк площадьри тата ҫывӑх тӑкӑрлӑкри ҫынсем пурте Тribune-duilbind («Трибуна» хаҫат ҫурчӗ) стени ҫумӗнче урам еннелле ҫакӑнса тӑракан пӗчӗк балкон ҫинелле пӑхма пуҫланӑ.
XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл, вырӑнӗ ҫинче пысӑк хаҫат листипе ҫурри таран витӗнсе выртаканскер, хаҫат кӗтессине ҫӗклесе, ҫӗнӗрен килнисем ҫине тӗлӗнсе сӑнаса пӑхнӑ.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Партизан отрядӗнче Фраерман литература ӗҫне тытӑнать — вӑл отрядӑн «Красный клич» ятлӑ хаҫатне редакцилет, Якутскра «Ленинский коммунист» хаҫат редакторӗ пулать, Ҫӗпӗрти хаҫат-журналсене ҫырса тӑрать.
Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.
Вӗсем хаҫат киоскӗсем умӗпе иртеҫҫӗ, килти почта ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхаҫҫӗ, анчах — хаҫат ҫук.Они шли на работу мимо газетных киосков, они заглядывали дома в свои почтовые ящики, а газеты — нет.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тепӗр кунне Чартков вунӑ червонец илсе хаҫат кӑларакан патне пулӑшу ыйтма кайрӗ; журналист ӑна ӑшшӑн йышӑнчӗ, ҫавӑнтах «хисеплӗ ҫыннӑм» тесе хучӗ, икӗ аллине те чӑмӑртарӗ, ятне, ашшӗ ятне тата ӑҫта пурӑннине тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ; тепӗр кун вара хаҫатра ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ ҫуртасем ҫинчен калакан пӗлтерӳ айӗн «Чартковӑн акӑш-макӑш вӑйлӑ таланчӗ ҫинчен» ятлӑ статья пичетленсе тухрӗ:
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— «Класс ҫитӗнӗвне тунӑ ҫӗрте «Крокодил ҫури» хаҫат та пысӑк усӑ кӳчӗ тесе шутлать дружина совечӗ; вӑл хаҫат нимӗнрен хӑрамасӑр, никама хӗрхенсе тӑмасӑр класри ҫитменлӗхсемпе кӗрешрӗ, ҫапла майпа вара класри чи чарусӑр ачасем те лайӑх дисциплинӑллӑ пулчӗҫ, класа кая туртса пыми пулчӗҫ…»
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Халӗ пирӗн отрядӑн стена хаҫачӗ те пур, вӑл хаҫат дисциплинӑпа вӗренес ӗҫе лайӑхлатассинче пулӑшса пырать.У нас уже есть отрядная стенгазета, которая борется за успеваемость и дисциплину.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Хаҫата вуласа тухсан, Корней ура ҫине тӑчӗ, ҫилли тулса ҫитнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, кӑпӑртатакан хаҫат тытнӑ аллине силлесе илчӗ.Дочитав газету, Корней поднялся, весь багровый от гнева, потряс хрустящим листом.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шурӑ ҫи витти ҫинче сарӑлса выртакан хаҫат ҫине пӑхсан, Корней тӳрех пысӑк ӳкерчӗк курчӗ: варринче унӑн арӑмӗ Пелагея ларать; вӑл, именчӗклӗ те телейлӗскер, Корней ҫук чухне ҫакӑн пек шут тытнӑшӑн унран каҫару ыйтнӑ пек туйӑнать; унпа юнашар Корней ашшӗ, кӗреҫе сухаллӑ Иван мучи юпа пек хытса тӑнӑ; сылтӑм енче, савӑнӑҫлӑн кулса, Роман тӑрать, сулахай енче — пусӑрӑнчӑк Никодим, ун ҫумне, хӑйне хаҫат валли ӳкернипе тӗлӗнсе-савӑнса кайнӑ пек, чи кӗҫӗнни — вун сакӑр ҫулти Васенӑ вырнаҫса ларнӑ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак номер хаҫат передовойри чаҫсене паян ирхине кӑна ҫитрӗ те (ҫав кунсенче хаҫатсем тӑтӑшах кая юлса килетчӗҫ) взводӑн ҫӗнӗ командирӗ Дубровка аслӑ сержант Андрея апат вӑхӑтӗнче салтаксене вуласа пама хушрӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн пек минутсенче Андрей е хашлатсах сывлать, е хаваслӑн тата шиклӗн чӑмӑрӗсене чӑмӑртать те, хаҫат ҫине пичетленине хӑй куҫӗсемпе курасшӑн пулса, Дубровкӑран хаҫат ыйтать.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Евсейпе ҫакӑ пӗтӗмпех пулса иртме пултарнине Федор Лукич ӗненмен, ҫавӑнпа хаҫат тухнӑ кунах Илья Стечагев патне кайса, хаҫатра ҫырнӑ фактсем тӗрӗс маррине кӑтартса парасшӑн пулнӑ, анчах ун пек тума хӑюллӑх ҫитереймен.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫутӑ та ытлашши тасах мар коридор тӑрӑх, йӗпе ура йӗрӗсем хӑварса, Кондратьев кунта хуҫа пулнӑ пек, васкамасӑр та ирӗклӗн утса иртрӗ; кашни алӑках уҫа-уҫа пӳлӗмсен ӑшнелле пӑхкаласа илчӗ, ҫынсене тӗл пулсан, вӗсене сывлӑх сунса, малалла утрӗ; хуралҫӑна, сӑнӗпе ҫамрӑк курӑнакан старике, куҫлӑхсӑрах хаҫат вулаканскере, алӑ парса хаҫатра мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пурри ҫинчен ыйтрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Илья мӗн-мӗн ҫырса хунине, унпа пӗрлех хӑй курса калаҫнӑ ҫынсене аса илнӗ те, унӑн, хаҫат редакторӗн, хаҫатра пӗчӗк заметкӑсем ҫеҫ мар, очерк та ҫырса кӑларас килнӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юргин кӗсьерен чылай якалкаласа кайнӑ пӗр пӗчӗк хаҫат (ҫарта тухса тӑракан хаҫат) туртса кӑларчӗ те ӑна чӗркуҫҫи ҫинче уҫкалама тапратрӗ.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.