Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах, хапха тӑрӑх сике-сике картишӗнче йытӑ хаяррӑн хамлатса вӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ, аллинчи сарӑ тутӑх витнӗ авӑрсӑр ҫавине, кӗҫ-вӗҫ касма хатӗрленсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кирлӗ мар эсӗ мана! Манӑн Сергей пур! Кӑтартать-ха вӑл сана! Пӗрех кӑтартать! Ан тапран тетӗп! Чикетӗп!» — хаяррӑн ҫухӑрать хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уҫ халех лавкка чӳречисемпе алӑкне! — ним каличчен малтан хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Тарье, Сергей лавккан шал енчи алӑкӗнче курӑнсанах.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуна патӗнче тӑракан арӑмне ҫавӑнтах хаяррӑн хӑтӑрса тӑкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, тепре туртӑнчӗ — сылтӑм алли ирӗке тухрӗ, унпа ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкне туртса кӑларчӗ, пӗтӗм ҫассипе: — Пу-у-лӑшӑр!.. — тесе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халех чӗркуҫлен ман ума! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса кайнӑ тискер чӗрчун ҫав-ҫавах парӑнасшӑн пулмарӗ-ха, хаяррӑн ӳлесе, Сахар еннеллех талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урам вӗҫӗнче пӗр йытӑ хаяррӑн йынӑшса уласа ярсан, Хветут шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн кивӗ сӑхман аркипе сайра сухалне ҫурхи ашкӑнчӑк ҫил хаяррӑн лӑскать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Усаллӑн, пит хаяррӑн туйӑнчӗҫ вӗсем мӑрса пулнӑ ҫынна.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Горбатый-Шуйский ӑна тек калама памарӗ, хаяррӑн пӑхса илчӗ те: — Ҫитет! — паҫӑрхи сӑмахне тепӗр хут каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав тери хаяррӑн ҫапӑҫрӗҫ хӑйсем, анчах эпир вӗсене пурӗ пӗр каялла хӑваласа кӗртрӗмӗр, ҫапӑҫура чылай ҫынна тыткӑна илтӗмӗр, — савӑнса каласа кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсем хапхасенчен тухнӑ хыҫҫӑн крепость хӳмисенчен ытла аякка каймарӗҫ, анчах ҫапӑҫасса акӑш-макӑш хаяррӑн ҫапӑҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире чӑнах та пӑсташлӑ ҫӑкӑр панӑ-и? — хаяррӑн ыйтрӗ государь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ламппас сасартӑк хӑрани-мӗнӗпе вӑшт! сиксе тӑчӗ те, мӗн пур сассипе хӑрлатса, юлхав енне ҫав тери хаяррӑн пӗррех шӑл йӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Халь апла мар, Твиккапа Квикка Ламппаса хӑйне хӑваласа яраҫҫӗ: Ламппас ҫенӗк умне тухсан, Твикка тӗкӗсене шӑртлантарса, унччен те пысӑк куҫне тата ытларах чарса пӑрахать те хаяррӑн лӑр-лӑр! тесе мӑкӑртатать, Ламппас вара ырӑ мара сиссе ҫав самантрах ҫенӗк айне шӑвӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Виноградов, чышкине чӑмӑртаса, аллине ҫӗклерӗ те, ҫынсем ҫинелле пырса, хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӑх, хаяррӑн кӗрлесе, хумханса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух вӑл, хӑйне хирӗҫ чӗнекен сасӑ пулсан, хаяррӑн кӑшкӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех