Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрсем (тĕпĕ: хатӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта шалчасем ҫине ҫакса янӑ пулӑ тытмалли хатӗрсем типсе тӑнӑ, икӗ пулӑҫ — старикпе арҫын ача — хӑйсем валли котелокпа апат пӗҫернӗ; темле-ҫке, пӗчӗк кӑвайта ҫил те сӳнтереймен.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫар припасӗсем тата сирпӗнекен хатӗрсем упранӑшӑн арҫын тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Талуй ялӗнче ҫар хатӗрӗсем тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35894.html

Вӗсем земствӑна ҫӗнӗ больницӑсем ытларах уҫма хистенӗ, вӗсенче кирлӗ инструментсемпе ытти хатӗрсем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ, медицина ӗҫне лайӑхлатассишӗн хыпса ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫӗнӗ хатӗрсем тырра лайӑхрах тасатма тата типӗтме май парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Канашри элеватора ҫӗнӗ хӑватпа ӗҫлеттерсе ярасшӑн // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0% ... %81%d0%b5/

Йӗри-тавра тирпейлӗх хуҫаланать, кашни кӗтесре куҫа йӑмӑхтаракан илемлӗ чечексем ҫеҫке ҫурнӑ, ача-пӑчана йӑпатса вылятмалли хатӗрсем те (вӗсенчен чылайӑшне шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ) темӗн тӗрли те пур.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Эпир февраль уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа паянхи кунччен пӗр ывӑнмасӑр тетелсем – хамӑр салтаксене упракан хатӗрсем («леший» ятлӑ ҫиелтен витмелли накидкӑсем, шлем ҫийӗнчен тӑхӑнмаллисем) ҫыхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипех урамсенче ҫутӑ паракан хатӗрсем те вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

«Чукун ҫул ҫинчи турттаракан хатӗрсем улшӑнаҫҫӗ. Час-часах эпир реактивлӑ самолетсем евӗр ҫула касса пыракан ҫӗнӗ локомотивсене куратпӑр, анчах, шел пулин те, хӑшпӗр чухне вут тивертекенсем пуйӑссем те иртеҫҫӗ», — пӗлтернӗ хӑйсен пӑшӑрханӑвне «Сӑрҫум» заповедникре.

«Подвижной состав на железной дороге меняется. Все чаще мы видим новые локомотивы, как реактивные самолеты, рассекающие путь, но, к сожалению, периодически проходят и поезда-поджигатели», — сообщили свое беспокойство в заповеднике «Сурский».

Юсавсӑр пуйӑса пула заповедникри курӑк тивсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35517.html

Ҫав вӑхӑтрах колхоз пушар сӳнтермелли ҫӗнӗ хатӗрсем те туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Хатӗрсем батарейкӑран ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене электричество кирлӗ мар.

Приборы работают на батарейках, подведения электричества им не нужно.

Пысӑк Упакассинчи халӑха пушар хӑрушлӑхӗ пирки ӑнлантарса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35264.html

Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнакан килсенче тӗтӗм тухнине систерекен хатӗрсем вырнаҫтарнӑ, пушар таврашӗ тухасран мӗнле сыхланмалли пирки каласа панӑ.

Во время рейда они разместили в жилых домах многодетных семей дымоизвещательные приборы, так же провели разъяснительную работу о том, как избежать пожара.

Пысӑк Упакассинчи халӑха пушар хӑрушлӑхӗ пирки ӑнлантарса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35264.html

Питомникре упранакан тӗрлӗ хатӗрсем пулӑшнипе эпир туризм темине анлӑн ҫутатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

«Пирӗн кунашкал хатӗрсем ҫук. Ку енчен эпир сире ӑмсанатпӑр та. Кунта эпир чӑваш спортсменӗсемпе паллашса тупӑшӑва хатӗрлентӗмӗр. Чӑваш Ен нумайлӑха асра юлӗ», – терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8

Промышленноҫ калӑпӑшӗнче апат-ҫимӗҫ ҫумалли техника, ҫӑмарта, пахча-ҫимӗҫе тасатмалли хатӗрсем кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

Енчен те ӗлӗкхи вӑхӑтра ятарлӑ субсидие минераллӑ удобрени тата ҫунтармалли сӗрмелли хатӗрсем туянма панӑ пулсан, халӗ ҫакнашкал пулӑшупа уй-хирте акса хӑварнӑ тӗрлӗ ял хуҫалӑх культурин кашни гектарӗшӗн тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ӗлӗк ку ӗҫ калаҫу урлӑ пулса пынӑ пулсан, халь вара ытларах енӗпе интернет, телекурав е ытти хатӗрсем витӗм кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем мӗн кирлинчен 50 процент ытла кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Пурӑнма кунта ҫителӗклӗ услови, кулленех пурнӑҫра усӑ курмалли хатӗрсем те ҫук мар: сантехника, электричество плиткисем пур.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Республикӑра кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑрҫӑ хатӗрӗсем, авиаци, танк, тинӗс техники валли комплектламалли хатӗрсем туса кӑларассине йӗркелесе янӑ, хӳтӗлев чиккисем тунӑ.

В рекордно короткие сроки в республике было налажено производство боеприпасов, комплектующих для авиационной, танковой, морской техники, строились оборонительные рубежи.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Хӗҫ-пӑшал, снарядсем, патронсем, сирпӗнекен хатӗрсем – вӗсене тупса палӑртассипе тимлет те тӑватӑ ураллӑ тус.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех