Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлесе (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радиокӑларӑмсене хатӗрлесе, вӗсене эфира кӑларас енӗпе тивӗҫлӗ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн теле тата радиокӑларӑмӗсен продюсерне Виктор Дмитриева Архиерей тав хучӗпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радиоитлекенсемпе тӗл пулчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60702

Калӑпӑр, «ВНИИР» ОАО Бангладешри атом станцийӗсем валли кирлӗ пек таварсем хатӗрлесе парать.

Куҫарса пулӑш

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Вӑл эпӗ пынӑ ҫӗре тӗрлӗрен лайӑх апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем хатӗрлесе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл ватӑ ӗнтӗ, унӑн, виличчен, хӑйне улӑштарма шанчӑклӑ ҫын хатӗрлесе хӑварас пулать…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

«Эпир ҫынсем хатӗрлесе панине питӗ нумай илетпӗр, хамӑртан парасси ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт».

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вырӑс революцине хатӗрлесе ҫитерес ӗҫре вӑл та, Герцен пекех, пысӑк вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Театр валли ҫӗнӗ произведенисем хатӗрлесе парас тӗлӗшпе Т. Фандеев, М. Алексеев, А. Петров тата ытти композиторсем те тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Унта ӑна валли никам та хваттер хатӗрлесе хуман паллах.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗпчевҫӗсем хӑйсен ӗҫне ҫак результат таран «наноэкситонлӑ транзистор» хатӗрлесе пурнӑҫлама пултарнӑ, унта шалти сийлӗ тата сийсем хущшиллӗ экситонсемпе усӑ курнӑ.

Отмечается, что добиться необходимого результата исследователям удалось посредством создания так называемого «наноэкситонного транзистора», в котором задействованы внутрислойные и межслойные экситоны.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче 1000 экземпляр тиражпа хатӗрлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ кун ҫути курчӗ // Пуринчен малтан. https://t.me/nikamran/5938

Карчӑка ҫакма тесе салтаксем пӑяв хатӗрлесе йӑлмаклама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑрла тӗлне, хӗвел пайӑркисем ҫӗре туррӗн ӳкме пуҫланӑ тӗле Савантер турат чутласа тӑхӑр ҫӗмрен хатӗрлесе ҫитерчӗ Эх, ухӑ йӗппи ҫукки-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укҫуне эпӗ сан валли тахҫанах хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ӑна хатӗрлесе тытнӑ ҫӗмренне пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни ҫул ун валли карчамас ылтӑн-ҫитлӗнех утӑ хатӗрлесе хурас тесе ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ну, паянхи кунах куншӑнах кулянмӑпӑр, Урӑх парнесем хатӗрлесе майлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кооперативӑн тӗп инженерӗ Н.В.Ульдин кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене ҫуракине хатӗрлесе ҫитерме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Вӑл чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса яраканӗ кӑна мар, вӗрентӳ ӗҫӗ валли ӑста специалистсем хатӗрлесе кӑларассине, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама, вӗсен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма пулӑшакан майсене йӗркелекен те.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Тепӗр ҫур сехетрен мӗн тумаллине пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Хӑвӑртрах хатӗрлен! — терӗм те эпӗ, гранатӑсене бруствер ҫипе хатӗрлесе хутӑм, винтовкӑна хытӑрах чӑмӑртаса тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех