Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлесе (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Начарах та, лайӑхах та мар, — малтанах хатӗрлесе хунӑ пек, пурте пӗрле пуҫларӗҫ калаҫма Ҫинахвунсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӳс тӳмелли киллисене, кисепӗсене мелник Иван пичче каҫранах пуҫтарса хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паян молотилка ванса ларчӗ те-ха, ӑна Раюк Ҫтаппанӗ юсакаличчен кирпӗчсене ҫуллана хатӗрлесе хурас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӳршӗсем те тӑмпайсенчен юласшӑн мар иккен — мӗн вӑй ҫитнӗ таран вӑрҫӑри тӑванӗсене пулӑшаҫҫӗ: хӑшӗ укҫа-тенкӗ, хӑшӗ пыл, ҫӑм, ҫӑматӑ, тир хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр мӗн каламаллине малтанах хатӗрлесе хунӑ пулмалла:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи лайӑххисене хатӗрлесе хур.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыран вӑрттӑн кӗтес хатӗрлесе парӑпӑр, — хушса хучӗ унӑн арӑмӗ, упӑшкинчен чылай ҫамрӑк сӑнлӑскер.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хуҫисем, шур сухаллӑ старикпе сарлака белорус хӗрарӑмӗ, салтака ҫӑвӑнма тесе, валашка тулли шыв хатӗрлесе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритунӗ ҫывӑрман иккен, малтанах хатӗрлесе хунӑ кӳсеке илсе, вӑл урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӗрессӳсене хатӗрлесе хур.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑкӑр-яшка хатӗрлесе тӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппансем чиркӳрен таврӑннӑ ҫӗре Анук пахча варринчи беседкӑра ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе хума ӗлкӗрнӗ те.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, яланхи пекех ир вӑранса, аллӑ ҫынна тӑрантмалӑх яшка пӗҫерме хатӗрлесе, вут хутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ мӗн ыйтнине хатӗрлесе парсан каларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апат хатӗрлесе кутамккана чикрӗмӗр, шалаш тумалли хатӗрсем илсе асамлӑ вӑрмана ҫитсе ӳкрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Джинспа футболкӑна вӑр-вар тӑхӑнтӑм та кроссовкине ҫара ура ҫинех тӑхӑнса, каҫхине хатӗрлесе хунӑ ҫӗнӗ сумкӑна хул хушшине хӗстерсе пӳлӗмрен тухса вирхӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Пӗрремӗш хӑртнӑра хатӗрлесе хуни пур тет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

«1480 ҫул тӗлне Антверпента 70 яхӑн карап пулнӑ, вӗсемпе Мадейрӑра сахӑрпа суту-илӳ тума усӑ курнӑ, Антверпенра сахӑр хатӗрлесе кӑларнӑ. 1490-мӗш ҫул тӗлне сахӑр тӑвас енӗпе Мадейра Кипртан иртнӗ».

«К 1480 году Антверпен имел около 70 кораблей, задействованных в торговле сахаром с Мадейрой, с переработкой, сконцентрированной в Антверпене. К 1490-м Мадейра обошла Кипр по производству сахара».

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тепӗр ҫулхине утрав ҫинче пурӑнмалли вырӑн никӗслемешкӗн экспедици хатӗрлесе янӑ, ҫапла май икӗ капитан, тата тепӗр Барталомеу Перештрелло капитанпа пӗрле, утрава Португали корони шутне кӗртнӗ.

В следующем году была отправлена экспедиция для заселения острова, в которой два капитана совместно с ещё одним капитаном Барталомеу Перештрелло, включили остров в состав Португальской короны.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Бюро членӗсем пӗрремӗш секретарь пӳлӗмӗнчи вӑрӑм сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ, кун йӗркинчи ыйтусемпе, хатӗрлесе хунӑ документсемпе паллашма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех