Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхи (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пус хапхи патӗнче Миххана тӗл пултӑм… — терӗ шӳтлӗ сассипе Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал ырӑ ӗмӗт-шухӑшпа пыракан Ҫтаппан Атӑл енчи ҫулпала пӗҫ тӗп таран сӑран атӑ, плащ тӑхӑннӑ, пакур йӑтнӑ ҫын пус хапхи патнелле ҫывхарнине те курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхине, хапхи ҫумӗнчи алӑкне тӗртсе пӑхрӗ — уҫӑлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем шӑп хӗрсе ташланӑ вӑхӑтра Сахар хапхи умне Варсан Викторович лаши ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма чӑпар, пуҫне ухса, Сахар хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма-чӑпар ӑйӑр Сахар хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, куштан йӗкӗт пек, ик-виҫӗ хутчен пуҫне сӗлтсе илчӗ, малти сылтӑм урипе ҫӗре кукалерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусан хапхи пирӗншӗн яланлӑхах хупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗр хапхи хупӑнса тӑрать, анчах ӑна питӗрмен.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Муралей хапхи патӗнче, ашшӗсемпе пырса тухнӑ чухне курнӑ пекех, кӗҫӗн подьячисем ӗҫлетчӗҫ — хӑйсен умӗнче тӑракан ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ ҫынсенчен тем ыйтса пӗлеҫҫӗ, вӗсем каланине хут ҫине ҫыраҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, хӑш-пӗрисене чышкӑпа хӑмсарсах айккинелле хӑвалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каялла таврӑнсан Муралей хапхи патӗнче вӗсен ҫумне кӑшт хӗрӗнкӗрех дьяк ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михаил Воротынский воеводӑпа Басманов окольничие крепоҫе Поганӑй текен кӳлӗ енчен, Хилков княҫа Кайбицки хапхи енчен, Курбский княҫа Елабуга хапхи тӗлӗнчен, Проскуров княҫа Тезицки текен тип ҫырма тӑрӑх, Плешеев княҫа Тюмень хапхи енчен пырса тапӑнма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чам-пас — ирҫесен турри — телей пачӗ ӑна: ял халӑхӗпе укӑлча хапхи патӗнче тӑраканскер, вӑл патша тимӗр кӑвак ут ҫинче ҫар тумӗпе чыслӑн ларса пынине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусан хапхи пӗр хупӑнсан час уҫӑлакан мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта пӗрремӗш хут килмест пулин те окольничий кӗнӗ хапхана Адашев хапхи тесе ят пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсемпе вырӑссен ушкӑнӗ васкамасӑр сӑрталла, кремль хапхи патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй пӳлӗмрен чупса тухса пӗр аскера кремлӗн Арск хапхи патӗнчи хуралҫӑсене чӗнме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата темиҫе кунтан кремлӗн Арск енчи хапхи патне ҫирӗм пилӗк юлан ут ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кремль хапхи патне ҫитеспе вӗсем учӗсене чарчӗҫ те пӗр вӑхӑт хушши хӗрӳллӗн калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл иртсе кайнӑ ҫӗрте пур ҫӗрте те вак укҫа сапӑнчӗ, кремль хапхи умӗнче ун ячӗпе тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме валеҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ну, укӑлча хапхи патне ҫулне хамах тупатӑп-ха эп, сирӗн ялта пӗрре кӑна пулса курман.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех