Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хамӑр (тĕпĕ: хамӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тесен те, хамӑр завод-ҫке-ха, хамӑрӑн ҫамрӑксем, — терӗ Егоров зала кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Хамӑр ял клубӗ-ҫке, хамӑр ял ҫыннисем…

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Хамӑр колхозри, хамӑр районти хыпарсене пӗлтерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Виҫӗ енче вӑрман, умра типӗ вар, — Пирӗн пухӑра пурмис кирлӗ мар: Хамӑр ӗҫе хамӑр пуҫпа шутлӑпӑр, Кӑҫал пуснӑ пусмӑрлӑхран тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урӑлтӑрччӗ пӗреххут, вара эпир ӑна хамӑрӑн вӑя тата хамӑр пӗр кӑмӑллӑ пулнине лайӑхах кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр.

Протрезвился бы наконец, чтобы мы могли продемонстрировать перед ним нашу силу и сплоченность.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хамӑр йышӑннине хамӑр тултарайманни нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Эпир хамӑра хамӑр пӗлни те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чух кӳршӗ-аршӑсем Хветута ҫакӑншӑн самаях ятланӑччӗ, хамӑра каламаллаччӗ, хамӑр каснӑ пулсан, Паласкасра миҫе ҫӗнӗ мунча пулатчӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юлташсем, хамӑр ялтах хамӑра мӑшкӑллаттармалла-и? — терӗ те Йӑкӑнат, пӗрре ҫапсах Ахматшана ывтӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян эпир сирӗнпе Мамич-Бердей килӗнче Юсуф княҫӑн ывӑлне, хаклӑран та хаклӑ Али-Акрама саламлатпӑр, — хамӑр пурнӑҫа, хамӑр шӑпана ӑна шанса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑр тӗллӗн калаҫар-ха, мӗн пулса иртнине хамӑр ӑнланса илме тӑрӑшар, — хуҫана хӳтӗленӗ пек пулчӗ Алттыш.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм Русь митрополичӗ, пирӗншӗн кӗл тӑвакан Макарий митрополит сӗннипе тата хамӑр хушшӑмӑрта калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, эпир тахҫанах хамӑршӑн тӑшманла юрта, агарян патшалӑхне парӑнтарма тӗллев тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире хан тума хамӑр юратакан, хамӑр хисеплекен Шигалей Шейх Аулияровича парӑр, — терӗ Нуралей Ширин пурин умӗнче те.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек пире лашана пушӑпа хӑваланӑ евӗр никам та хӑвалаймасть ӗнтӗ, эпир хамӑр килте хамӑр хуҫа.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑра хамӑр ӗненмесӗр эпир чӑрӑш патне кайса пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Эпир — аслӑ халӑх, хамӑр, магнит пак, шӑкӑр-макӑр халӑхсене: чӑвашсене унта, ҫармӑссене, тутарсене — хамӑр еннелле туртатпӑр.

Мы — великий народ, а потому сами, как магнитом, притягиваем к себе мелкие народы, как вас, чуваш, черемисов, татар и прочих карликов.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кутӑнланатӑп-и, кутӑнланмастӑп-и, эпир хамӑр та тырӑ выратпӑр, пире машина хамӑра кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кулянма кирлӗ мар, хамӑр колхоз тунӑ, хамӑр ҫынсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хамӑр ҫавасене эпир хамӑр та лапаткалатпӑр, кил, тепре ӑмӑртар, ав каҫалӑку юлать! — кӑшкӑраҫҫӗ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫынсем ырлаччӑр, эпир хамӑра хамӑр хурлар! — вара тӗрӗс пулать! — сассине ҫӗклерӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех