Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хамӑр (тĕпĕ: хамӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн хамӑр пӗлнӗ пек пурӑнас тата пурнӑҫа хамӑрӑн тӗллевсемпе килӗшӳллӗн йӗркелесе пырас кӑмӑла тӗнчери пысӑк тата пӗчӗк нумай ҫӗршыв ырлани пире савӑнтарать.

Нас радует, что все больше крупных и малых государств мира разделяют наше желание жить и строить свою жизнь в соответствии со своими целями.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Иртнӗ ҫулсенче пирӗн писательсем пуринчен ытла хамӑр пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен, хамӑрпа тантӑш ӑру — коммунизм тӑвакансен мухтавлӑ ӑрӑвӗ — ҫинчен пайтах ҫӗнӗ произведенисем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хамӑр пулӑшас чух, хамӑр ыйткалакан пек килӗрен киле кӗрсе ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле пӗлместпӗр пулать? — тӗлӗнчӗ Хумкка, — хамӑр ял ҫыннине, хамӑр хӑтана пӗлместпӗр пулать-и?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫыннисем лайӑх пирӗн, хамӑр ҫынсем, хамӑрпа пӗрле колхоз тунӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир хамӑр хушӑра сӑмах татса ачана унта памастпӑр терӗмӗр, пирӗн пӳлӗмре ҫуралнӑ, хамӑр пӑхса ӳстеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑш чух хамӑр урасене хамӑр шыраса тупайманни те пулкалатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Хамӑр ялсем-и эс, хамӑр ялсем мар-и?

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хамӑра хамӑр пӗр-пӗринчен вӗренсемпе ҫыхатпӑр.

Связываемся друг с другом веревкой.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах лару-тӑру йывӑр пулни эпир ҫав ответлӑха туйнинче, хамӑра хамӑр тӗрӗслесси питӗ ҫивӗч пулнинче те мар.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах эпир, унран кӑшт ҫеҫ кӗҫӗнтерехскерсем, Ӗҫхӗлӗн сӑввисене ялсенчи клубсен сцени ҫинчен пӑхмасӑр калаттӑмӑр, — такам хистесе вӗрентесшӗн пулнипе мар, хамӑр кӑмӑлпа, хамӑр чуппа, екки ярса, ҫӗкленсе кайса.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Пӗрне-пӗри ҫӗнӗ япаласем вуласа кӑтартрӑмӑр, плансемпе паллаштартӑмӑр, хамӑра хамӑр тишкертӗмӗр, мухтарӑмӑр, хурларӑмӑр, хавхалантартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Каларӑм-ҫке, халлӗхе ҫынсем шанмасан, хамӑра хамӑр шанар, пӗрне-пӗри шанар!..

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пире шансах каймаҫҫӗ те… халлӗхе хамӑра хамӑр шанар.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Малтанхи каҫсенчех хамӑра хамӑр ютшӑнса, тытма пӑрахрӑмӑр, туслашса кайрӑмӑр та — тепӗр чухне пуҫа мӗн пырса кӗнӗ, ҫавна пакӑлтататпӑр, сӑмах ҫукран сӑмах тупса тем те пуплетпӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хамӑр тӑвакан япаласем хамӑр кӑмӑлӑмӑра тивӗҫтерсех пӗтерейменни ҫинчен ялан тенӗ пекех калаҫатпӑр…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хамӑр хушӑмӑрти апла-капларан хӑтӑлма хамӑрӑнах ӑс ҫитермеллеччӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир, Думитру Георгиевич, хамӑра хамӑр Брянцева хирӗҫ те тӑратма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир хамӑра хамӑр намӑса яманнине шанатпӑр».

Куҫарса пулӑш

«Добровидение» фестивале Чӑваш Енрен «Уяв» хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_1zfDt63nGo

Майлӑ самантпа усӑ курса манӑн халӑха ҫапла сӗнес килет: «Хамӑр пурӑнакан территорие, тархасшӑн, варалар мар. Тасалӑхра тата тирпейлӗхре пурӑнни хамӑршӑн, пирӗн ачасемшӗн лайӑх», — пӑшӑрханӑвне пытармасть ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех