Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӗ (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тара халӑхӗ ҫулать ҫара тар, Хӑваласа тӑма та кирлӗ мар: Шӑхӑрса ҫава чашкӑрать, Ҫавана халӑх харӑс туптать.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Апла пулсан чӑннипех те ял халӑхӗ юратать, хисеплет ӑна.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ял халӑхӗ ӑна ҫав ҫулах колхоз председательне суйлать, 15 ҫула яхӑн тӑван хуҫалӑха ертсе пырать вӑрҫӑ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан, тӑвайсем те, мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ пекех, ятарлӑ ҫар операцине ырласа йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Ял халӑхӗ кӑна мар, карпсем те шывран пуҫ кӑлара-кӑлара ӑна пӑхса тӗлӗнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Ӗлӗк, тахҫан-тахҫан, чӑваш халӑхӗ пысӑк тинӗс хӗрринче пурӑннӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Колхозсем, кооперативсем йӗркелесе те Сталин ӗҫ халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ав, Карачура ҫӑви ҫине ҫур хула халӑхӗ пухӑннӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тӑван ялта ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтерсе свидетельство илсен, Ула Тимӗр, ял халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерсе, ҫулла Элекҫи ятлӑ юлташӗпе пӗрле сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗтӗм совет халӑхӗ «Пурте — фронта, пурте — ҫӗнтерӳшӗн» лозунг йыхравӗпе тапаланса, пӗр урипе шывра, тепӗр урипе вутра ҫеҫ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак Полина, чӑмпӑлт! шыва чӑмнӑ пек, килхушши варринелле, туй халӑхӗ еннелле куҫ ывӑтса тӑракансен хушшине хыҫалтан чупса кӗрсе йӑп! ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинӑна, урнӑ вӑкӑр сӗчӗпе уриччен хӑйӗн ӗҫне пысӑк тивӗҫлӗхпе, хавхаланупа, пикенчӗклӗ туса пынӑскере, сӑнӗ-пуҫӗпе те, ӑсӗ-тӑнӗпе те, ҫемҫе те ырӑ кӑмӑлӗпе те юмахри пирӗштие аса илтерекенскере, автансӑр, тӗтӗмсӗр лутра яла пӗтӗм ял халӑхӗ ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Анчах халӑхӗ ҫав тери наянланса кайнӑ: вӑйпа пухсан кӑна укҫа уйӑрма вӑл хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Тӑваттӑмӗш сӑлтав — яла хӑтлӑх кӗртессине ял халӑхӗ мар тӑвать, администрацире ларакан тӳре-шара.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Варвари шӑпланса ларчӗ те ҫап-ҫаврака шыҫмак питӗнче пытанса ларнӑ пӗчӗк куҫӗсемпе ял халӑхӗ ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ, анчах та хӑйне тарӑхса е йӗрӗнсе пӑхса ларакан ҫынсене хирӗҫ нумайччен пӑхма хевти ҫитмерӗ, хӑвӑртрах ҫав куҫсенчен тарса хӑтӑлас тенӗ пек, тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Республика Пуҫлӑхӗ: «Ҫӗрпӳ район халӑхӗ пултаруллӑ, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерет. 2015 ҫула ӑнӑҫлӑ вӗҫлессе шанатӑп», - терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Магазин ҫумӗнчи кирпӗч ҫуртра пӗлтӗр ял халӑхӗ валли концерт та йӗркеленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялта клуб ҫук // Хыпар. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

XV ӗмӗртенпе Ифе пӗлтерӗшӗ чакма пуҫланӑ, малалла вара эдо халӑхӗ йӗркеленӗ Бенин патшалӑхӗ пуҫ пулса тӑнӑ.

С XV века значение Ифе стало падать, и ведущая роль в регионе перешла к государству Бенин, созданному народом эдо.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех