Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӗ (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхӗ пит сайра.

Население очень редкое.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чӑвашcен паллӑ этнографӗ, историкӗ, философӗ, педагогӗ, ҫыравҫи, фольклорҫи, литература тӗпчевҫи, тавра пӗлӳҫи, «Чуваши Казанского Заволжья» тата «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» монографисен, «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-и, каймӗ-ши?» эссе авторӗ Гурий Иванович Комиссаров (Вантер) ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ.

3 октября исполнилось 140 лет со дня рождения известного чувашского этнографа, историка, философа, педагога, писателя, собирателя фольклора, литературного исследователя, краеведа, автора монографий «Чуваши Казанского Заволжья» и «История чувашского народа», эссе «Есть будущее у чувашского народа?» Гурия Ивановича Комиссарова (Вантера).

Гурий Комиссаров (Вантер) Ҫырнисен пуххин I томӗн хӑтлавне йыхравлатпӑр // Алексей Леонтьев. https://chuvash.org/news/36188.html

Ял халӑхӗ умӗнче питӗ пысӑк намӑс куртӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Туй халӑхӗ шавласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вероникӑпа Витьӑна ял халӑхӗ чӑннипех те ырӑ сунчӗ, юратса хисеплерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хула халӑхӗ ватӑлать, унӑн йышӗ чакать, ҫамрӑксем вара лайӑхрах тупӑш шыраса пысӑк хуласене тухса каяҫҫӗ.

Население города стареет, его численность уменьшается, а молодежь уезжает в крупные города в поисках более стабильного источника дохода.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ял халӑхӗ субботнике те туслӑ йышпа тухнӑ, кӳлӗ таврашне ҫӳп-ҫапран тата йывӑҫ-хунавран тасатнӑ, тӑпрапа вырӑнти ҫулсене юсанӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялта кӳлӗ чавнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%8f%d0% ... b2%d0%bda/

Кӑҫал, Евгений Семенов ертсе пынипе, ял халӑхӗ унта ҫӗнӗ кӳлӗ чавнӑ.

В этом году, под руководством Евгения Семенова, деревенские жители там выкопали новое озеро.

Ялта кӳлӗ чавнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%8f%d0% ... b2%d0%bda/

Паянхи кун ҫӗршыври лару-тӑру лӑпкӑ мар пулин те ял халӑхӗ ыранхи кун ҫинчен шутлать, малашлӑх планӗсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Патша Российинче чӑваш халӑхӗ, ытти нумай халӑхсем пекех, пусмӑрта тертленсе пурӑннӑ, унӑн культури ҫав тери начар аталаннӑ, йӑла условийӗсем калама ҫук япӑх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Пӗтӗм совет халӑхӗ ҫак вӗҫев мӗнле пынине радио, хаҫатсем пӗлтернӗ тӑрӑх сӑнаса тӑрать, самолет чиперех вӗҫни ҫинчен хыпар илтсен, ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӑл пирӗн ялсемпе хуласем ҫумӗпе мӑнаҫлӑн юхса выртать, ҫак мӑнаҫлӑ юрӑ пек юхакан шыв мана вырӑс халӑхӗ ҫинчен чи малтан каласа панӑ».

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унта совет халӑхӗ мӗнпур курайманлӑхпа фашистсене питленине, ылханнине вуласа хавхаланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Анчах, те Петӗр хумханса каланипе, те хамӑн хӑлха ҫапла илтнипе, «Сывӑ пул, Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тенӗ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Петӗр Хусанкайӑн эп илтнӗ юлашки сӑмахӗ «Сывӑ пултӑр Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тени пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫакӑ пулӑм чӑваш халӑхӗ хӑйӗн культурине мӗн тери юратнине лайӑх кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӗсем ҫавӑн пекех виадук ҫумӗнчи шыва кӗмелли сӑваплӑ вырӑнпа тата ял халӑхӗ чӗртсе тӑратнӑ «Туслӑх сачӗпе» те хаваспах паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Митинга моряксем кӑна мар, ял халӑхӗ те йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

Асӑннӑ статьяра чӑваш халӑхӗ мӗнле халӑх пулни ҫинчен, унӑн утса тухнӑ кун-ҫулӗ пирки ҫырнӑ, чӑваш юмахӗсем ҫинче (ҫав шутра паттӑр юмахӗсем ҫинче те) тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ.

повествует о чувашском народе, его происхождении, и особенно подробно автор останавливается на чувашских народных сказках, в том числе и богатырских.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Темиҫе ҫул каялла ял халӑхӗ пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесе, укҫа-тенкӗ пуҫтарса чиркӳ хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех