Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑх сăмах пирĕн базăра пур.
халӑх (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир шаннӑ тивӗҫе пӗлсе пурнӑҫланӑран, халӑх шухӑшне тарӑннӑн ӑнланнӑран тата унпа тачӑ ҫыхӑнура пулса пысӑк ӗҫсене пурнӑҫланӑран ҫитӗнӳсем пулаҫҫӗ, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсет, районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономики те малаллах аталанса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Уявра Ҫӗнӗ Пӑвари «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ, Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил» ушкӑнсем, Юрий Кашкӑр юрӑҫ-композитор вырӑнти халӑха, хӑнасене чӑваш юрри-кӗввипе тыткӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Вырӑс халӑхӗ кӗрешӗве хӑнӑхнӑ халӑх пулнипе, уншӑн ҫак музыка — тахҫантанпах тӑван.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вулакансем «Пирӗн янташсем — Совет Союзӗн Геройӗсем» ятлӑ кӗнекере чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсем Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑра ытти тӑванла халӑх ҫыннисем пекех ҫав тери хастар, паттӑр кӗрешни ҫинчен вуласа пӗлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пирӗн литература чӗлхишӗн ҫакӑн пек хӑрушлӑх нихҫан та пулман: пӗр енчен, вӑл халӑх чӗлхипе уйрӑлми ҫыхӑнса тӑнӑ, тепӗр енчен, литература чӗлхине вырӑс сӑмахӗсем кӗрсе пынипе пӗрлех, халӑх чӗлхи те пирӗн вӑл сӑмахсенчен ютшӑнман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Фольклорпа кулленхи калаҫу чӗлхинчен кӗске хушӑра куҫару чӗлхи, илемлӗ литература тата политикӑлла пропаганда чӗлхи пулса тӑнипе ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем пӗр вӑхӑта халӑх калаҫакан чӗлхерен самаях уйрӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх чӗлхи литература чӗлхи хыҫҫӑн яланах ӗлкӗрсе пыраймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Н. Айзман, халӑх сӑвви-юррисене пухас тӗлӗшпе нумай ӗҫленӗскер, хӑйӗн комедийӗнче халӑх сӑмахлӑхӗпе, юррисемпе анлӑ усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Театрӑн художествӑллӑ хӑйне евӗрлӗхӗ — чи малтанах, халӑхӑн пӗтӗмӗшле эстетика норминче, унӑн историлле опытӗнче, халӑх хитрелӗхе мӗнле ӑнланассин тӗп законӗсенче.

Куҫарса пулӑш

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Социализмлӑ реализм искусстви содержанийӗпе те, формипе те халӑхӑн пулса тӑрать, ҫавӑнпа та вӑл халӑх интересӗсене хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Капитализм ҫӗршывӗсенчи халӑхсене капитализм пусмӑрӗнчен хӑтарнӑ социализмлӑ революцисем искусствӑна халӑх аллине панӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш халӑхӗ калама ҫук музыкӑллӑ халӑх пулни тахҫанах паллӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӑй чӗлхине юратса хисеплекен халӑх ытти халӑхсен чӗлхисене те сума сума пултарать.

Народ, уважающий родной язык, способен с уважением относиться и к языкам других народов.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Ҫулсеренех унӑн сцени ҫинче Чӑваш халӑх ҫыравҫин, Юхма Мишшин пьесисем тӑрӑх халӑха тарӑн шухӑша яракан спектакльсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Халӑх, халӑхпа ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Анчах «Нарспи» авторӗн ҫак шухӑшне палӑртнӑ чухне эпир унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пур чухне те тап-таса ылтӑн пек пулнӑ тесе калама пултараймастпӑр: Иванов пурӑннӑ саманара халӑх ӑс-тӑнӗнче тӗксӗм шухӑшсем те нумай пулнӑ, халӑх турра та, усала та ӗненнӗ; пӗрисем киреметсене, теприсем турӑшсене пуҫ ҫапнӑ, виҫҫӗмӗшсем турӑшсене хӑйма сӗрсе, кил хушшине ҫӗтӗк ҫӑпата ҫине кӑларса лартнӑ; пӗрисем революцие мухтакан кӗнекесем тупса вуланӑ, патша йӗркине хирӗҫ пыракан кӗрешӗве хутшӑннӑ, теприсем революци паттӑрӗсене тытса жандармсен аллине панӑ…

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пирӗн вӑхӑтра, совет обществинче пачах урӑхла: писатель ӑнлансах халӑх шухӑш-кӑмӑлне палӑртать, халӑх идеалӗшӗн ӗҫлет, ӑна пурнӑҫа кӗртес тесе кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх ман майлӑ, пӗтӗм халӑх хӑй патшине Питӗрте ларнине курасшӑн!

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗр-кӗр халӑх, кӗр халӑх!

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни этемре, мӗн тесен те, халӑх хавалӗ пурах ҫав, хӑй халӑхне ытла мӗскӗн, ҫын куллин курас килмест унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӗсем халӑхра палӑрма ӗлкӗреймен, пусмӑрти халӑх вӗсем хӑй тусӗ пулнине курма ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех