Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакӗсене (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кусем чыс-сипетлӗх картинчен тухаканнисем мар, тавар хакӗсене манран ик-виҫ тенке каярах хурсан та вӗсен лавккинчен ҫын татӑлмӗ. Элексей ашшӗн ҫуртӗнче уҫаҫҫӗ пулсан вут тӗртсе ҫунтарас ӑна», — кӗрет ӑсне тискер шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чартков ҫак таса мар картинӑсем умӗнче нумай вӑхӑт хушши вӗсем ҫинчен ним шухӑшламасӑр тӑчӗ, ҫав хушӑра фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ лавкка хуҫи, вырсарникунранпа та сухалне хырманскер, ӑна мӗнле картина килӗшни ҫинчен ыйтса пӗлмесӗрех паҫӑртанпах вӗсен хакӗсене каласа тӑрать.

Долго стоял он пред этими грязными картинами, уже наконец не думая вовсе о них, а между тем хозяин лавки, серенький человечек, во фризовой шинели, с бородой небритой с самого воскресенья, толковал ему уже давно, торговался и условливался в цене, еще не узнав, что ему понравилось и что нужно.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Вӗсем ытла та вӑтанчӑк, ҫавӑнпа та сарлака эполетлӑ ҫынсене курсан, хӑраса ӳкнипе, хӑйсем ӳкернӗ картинӑсен хакӗсене ирӗксӗрех йӳнетеҫҫӗ.

Они вообще очень робки: звезда и толстый эполет приводят их в такое замешательство, что они невольно понижают цену своих произведений.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Тавар хакӗсене йӳнетни ҫинчен сасартӑк ыйтас пулсан?

А вдруг спросят о снижении цен?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсем: продукцин (таварсен, пулӑшу ӗҫӗсен) йӗркелекен хакӗсем (тарифӗсем), ҫавнашкал хаксем (тарифсем) ҫумне суту-илӗвӗн хушма хакӗсем (ӳстернӗ хакӗсем) енӗпе хаксем тумалли йӗркене палӑртакан федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн продукцин (таварсен, пулӑшу ӗҫӗсен) патшалӑх енчен йӗркелекен хакӗсене (тарифӗсене), ҫавнашкал хаксем (тарифсем) ҫумне суту-илӗвӗн хушма хакӗсене (ӳстернӗ хакӗсене) палӑртакан, улшӑнусем кӗртекен, пӑрахӑҫлакан проектсем;

«проектов нормативных правовых актов Чувашской Республики: устанавливающих, изменяющих, отменяющих подлежащие государственному регулированию цены (тарифы) на продукцию (товары, услуги), торговые надбавки (наценки) к таким ценам (тарифам) в соответствии с федеральными законами, определяющими порядок ценообразования в области регулируемых цен (тарифов) на продукцию (товары, услуги), торговых надбавок (наценок) к таким ценам (тарифам);

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсен йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен витӗм кӳреслӗхне хаклас ӗҫе тата Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗсене экспертиза тӑвасси ҫинчен» саккунӗн 3 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 45 от 04 июня 2019 г.

Паллах, куллен кирлӗ таварсен хакӗсене пӑхсан та Чӑваш Ен кӗсьене ҫав тери ҫӳхетекен регион тееймӗн.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех