Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хак сăмах пирĕн базăра пур.
хак (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комисси хуҫалӑхсен уйӗсене хак панӑ чухне калчасен шӑтаслӑхӗ, ҫӑралӑхӗ мӗнле шайра пулнине, ҫумкурӑксем пуррипе ҫуккине тата ыттине пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

— Ун пек хак хальлӗхе ниҫта та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫирӗплетнӗ пӗр хак ҫук-им? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑмсем тем хак парса, йӗрсе-макӑрса тенӗ пек, уҫмушка е ҫур кӗренкке, е кӗренкке сахӑр, хӑма чейӗ, иҫӗм ҫырли туянаҫҫӗ, чечеклӗ тутӑрсемпе писевсем, хӑлха ҫаккисемпе сулӑсем туянма та манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, ҫав сутӑнчӑк Сарри хӑйӗн ывӑлӗпе Мӗша тӑрӑхне пырса тухнине тӗрӗс мар хак пачӗҫ вӗсем Усеин-Сеитпа иккӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан унӑн сӑмах чӗнме те хӑват ҫитмерӗ, чӗлхе вӗҫне ҫак хура ӗҫе хак пама, умра тӑракан хӑрушӑ ҫынна пӗтерсе хума кирлӗ пек сӑмахсем те килмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата кашниех хӑй пӗлнӗ пек хак парать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑнлипе вырӑнлӑ маррине халь калама пит йывӑр, эп ӑна-кӑна шайлаштарса виҫме, хак пама ҫамрӑкрах-ха, айванрах, анчах чӑвашсен пит хитре сӑмах пур: аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хак пирки калаҫнӑ чух ун пек-кун пек сӑмах пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла йӳнӗ хак пулӗ ку, киле таврӑннӑ ятпа йӑпӑлтатса пӗрререн пӗрре сӗтел хушшине лартни.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешӗ ӑна хӗрхенем пек турӗ, хаклӑ хак памарӗ пулин те ӗҫе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те хак парать тата — ҫав лайӑх, ҫав начар, ҫав тӗрӗс, ҫав тӗрӗс мар.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗс хак параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Эсир право тӗлӗшӗнчи ҫут ӗҫне лайӑхлатас тата граждансен право ӑнланӑвне ӳстерес, тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарас ӗҫе мӗнлерех пысӑк тӳпе хывнине хак пама та йывӑр.

Трудно переоценить ваш вклад в юридическое просвещение и повышение правосознания граждан, развитие системы оказания бесплатной правовой помощи.

Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/03/gla ... et-s-dnyom

Лайӑх хак, начар теместӗп.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Хак сӗт калӑпӑшӗнчен ҫеҫ мар, пахалӑхӗнчен те нумай килнине ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ, патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсем продукци пуҫтаракан кашни организаципе уйрӑм предпринимательтен сӗт пахалӑхне тӗрӗслемелли ареометр туянма ыйтнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

— Куланай пуҫтарнӑ кун ӑна хӑшӗ-пӗри икӗ хак парса илме те хатӗр, ухмахӗ ҫех лайӑххи, тӑп-тӑрри пултӑр теҫҫӗ.

— В день, когда собирают куланай, некоторые дают аж две цены. Говорят, лишь бы дурость была чистой, свежей…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манӑн хак ял хушшинче ӳссех пырать тем тет.

Гляди ж ты, его цена возрастает среди сельчан день ото дня!

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑвашсемпе ҫывӑхлансан хак ӳкет иккен ҫыннӑн.

Выходит, сблизился с чувашами — и цена твоя упала в людских глазах?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пухӑннисем, вӗсен хушшинчи кивӗ Шупашкара лайӑх пӗлекенсем альбом-кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех