Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хак сăмах пирĕн базăра пур.
хак (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ Ольга Скворцова та Георгий Федоровӑн поэзине туллин тишкерсе пысӑк хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Литература тӗпчевҫи Юрий Артемьев та тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

— Мӗн хак ыйтатӑн? — йӗс труба пек мӗкӗрчӗ карттусли, курас пеккине курса пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тарӑнрах кураҫҫӗ, анлӑрах шухӑшлаҫҫӗ, тӗрӗсрех хак параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ вӑл мӗншӗн хаваслине халь ӗнтӗ лайӑх ӑнланатӑп: этем хӑйӗн чун-чӗри тасалма тытӑннине туйса, хӑйне хӑй пур енчен те пӑхса тухма, тӗрӗс хак пама вӑй ҫитернӗшӗн хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫак япаласем мӗн хак тӑнине манса кайман-и эс? —

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Икӗ енчен те пӗр пекех тимлесе пӑхмалла, мӗн курӑннине пӗр пекех, тӗплӗ шута илсе, виҫсе хак памалла.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

…Очерка эсир пирӗн бригада ӗҫне питех те пысӑк хак паратӑр, ку вӑл йывӑрлӑх мӗнне пӗлмен, ырми-канми ӗҫлекен чи пултаруллӑ, чи малта пыракан бригада, унӑн ҫитӗнӗвӗсем пурне те савӑнтараҫҫӗ, унӑн чапӗ ӳссех пырать, тетӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла тума сӗнчӗ редактор: стройкӑна тепре каймалла та бригадӑри лару-тӑрӑва тӗплӗ пӗлсе ҫитмелле, вара бригада ӗҫне тӗрӗс хак паракан, конфликт сӑлтавӗсене уҫса кӑтартакан статья ҫырмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ака ӗҫӗсене 600 ытла гектар ҫинче туса ирттернӗ хуҫалӑхсем хушшинче комисси Протасов фермерӑн, «Цивиль» тата «АСК Канаш» пӗрлӗхсен уйӗсене пысӑк хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Ака мӗнлерех иртнине хак памашкӑн округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе ятарлӑ комисси ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Унӑн тӑрӑшулӑхне Олег Николаев та пысӑк хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

— Путевки мӗн хак вара? — хӑйӗн арпашӑнакан шухӑшӗсене йӗркене кӗртес тесе Машукран ыйтрӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Олег Алексеевич чи малтанах кӗрхи ыраш тата ҫурхи вика уйӗсене хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Олег Николаев агрофирма ӗҫне лайӑх хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Муниципалитет округӗнчи «Единая Россия» парти членӗсем, парти майлӑ тӑрӑшакансем федераци пӗлтерӗшлӗ «Хула хутлӑхӗ» проектпа килӗшӳллӗн 2021-2022 ҫулсенче Елчӗкри Мир урамӗнче туса ирттернӗ ӗҫсене хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

Унта хутшӑннӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Цифра министрӗн ҫумӗ Анна Иванова картинӑна пысӑк хак панӑ, ӑна хатӗрлес ӗҫре федераци телекомпанийӗсен эксперчӗсен шухӑшне тӗпе хунине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b8/

Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Юмансар сӑн-сӑпатне улӑштарса илем кӳртекен кермен пулса тӑчӗ, ҫапларах хак параҫҫӗ фольклор ушкӑнне ҫӳрекен кинемейсем.

Куҫарса пулӑш

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Кунта ӗҫлекенсем вара кирек кам хайлавне те хак пама виҫӗ ҫынна, хӑйсем шанакан сумлӑрах писательсене, вулаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эс лайӑх прозаик, анчах япаласене хак пама пӗлместӗн иккен, — тиркешрӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех