Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлать (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманҫӑ аттине хывса аппаланнӑ хушӑра пӳрт алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлать те: «Кам унта?» — тесе ыйтать малтан Тамара, унтан ҫурма уҫӑ алӑк патне таплаттарса пынӑ арҫын ача, калаҫма сӗмленекенскер, пӗр сӑмахах темиҫе хутчен те калать амӑшӗнчен илтнипе: — Км… нта?..

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Медсестра палатӑна кӗрсе ҫухалать ҫеҫ, больницӑн умалӑкӗ, хурҫӑ пружинине ҫатӑртаттарса, хыттӑн чӗриклетсе уҫӑлать, вара Левенӗн хуняшшӗпе хунямӑшӗ курӑнса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Магазин алӑкӗ ӳсӗр саслӑн чӗриклетсе уҫӑлать те, тӑсланкӑ шофер, «юбкӑай хурчӗ» урмӑшса пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Алӑк уҫӑлать те, шавласа та кӗрлесе, пӗр ушкӑн хӗрарӑм кӗпӗрленсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Купе алӑкӗ шалтӑртатса уҫӑлать те, каҫару ыйткаланҫи туса, тата икӗ ҫамрӑка — каччӑпа хӗре ертсе кӗрсе: «Акӑ — сирӗн вырӑнсем», — тесе, ырӑ каҫ сунса тухса каять кондуктор.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӗр ҫинчи таса юра курсан, чун уҫӑлать, таҫталла вирхӗнес килет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ чӗриклетсе уҫӑлать кӑна, интерната Антисуяскоп — Аркадий Давыдовичӑн ачасем хушшинче сарӑлнӑ хушма ячӗ ку — килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӳрече умӗнче темиҫе хутчен каллӗ-маллӗ иртсен, кухня алӑкӗ уҫӑлать те: — Ваҫук, мӗн кускалатӑн кӑлӑк чӑххи пек? — тесе ыйтать Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫийӗнчен ҫӗнӗ 4 маршрут уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Пӗрер черкке лексен тин Якку пиччен чӗлхи уҫӑлать, куҫне хӗсе-хӗсе калаҫма тытӑнать хайхи, чарса чараймӑн, унӑнне ҫеҫ итле, эрне калаҫманнине пӗр сехет хушшинче каласа пӗтерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫти-таҫти инҫет куҫ умне яртах уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑвӑр: пӗр алӑк хупӑнсан тепри уҫӑлать.

Напоминаем, когда закрывается одна дверь, то непременно открывается другая.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Тупӑк хуппи чӗриклетсе уҫӑлать, ҫамрӑк ҫын тупӑкран тӑрса тухать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Унпа пӗрлех, тата, 50-60 ҫул каялла ӳссе ларнӑ ҫуртсем ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсен пӗрремӗш хучӗсенче, паянхи кунпа килӗшӳллӗ юсаса-сӑрласа, пач урӑх сӑн кӗртнӗ хыҫҫӑн, тӗрлӗ кантур та аптека, лавкка та бар, кафе уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алӑк майӗпен уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Сахал выртнӑ-и Хӗлимун, нумай-и, ӑна хӑй пӗлет, хайхискерӗн пичӗ кӑтӑкланнипе хӑрах куҫӗ тӗтреленсе уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫ тумтирне хывса пӑрахса ҫӑвӑнса тасалсан тин ҫан-ҫурӑм уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Туя пуҫӗнчи пӑкки уҫӑлать те, элес-мелес шыв ҫаврӑнма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

XVII ӗмӗртех парк «ҫыравҫӑ-журналистсем» валли уҫӑлать.

Ещё в XVII веке парк открывается для «писателей-журналистов» (фр. les nouvellistes).

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех