Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
уҫҫӑн (тĕпĕ: уҫҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратни ҫинчен уҫҫӑн калаҫма тата чуптума хӑйнӑ хыҫҫӑн юратӑвӑн вӗҫӗ те ҫавӑнтах пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якура хӗр качча тухма килӗшнӗ пек, именнипе ҫеҫ уҫҫӑн та тӳррӗн каламан пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗрчӗлӗх умӗнче кӑмӑлра мӗн пуррине уҫҫӑн калама май ҫуккине кам пӗлмест!

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савнӑ каччине тимӗрҫӗ ӑнсӑртран ҫеҫ асӑнчӗ пулсан та, унӑн чӗринче мӗн пуррине каччӑ ашшӗ уҫҫӑн курнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ унашкал уҫҫӑн калаҫакан этем мар иккен.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умӗнче тӑракансен тӗпчевлӗ куҫӗсем хӑй ҫине тӑрӑннине астуса, кӗлтумаллине аса илчӗ те: — Паки, паки миром господу помолимся! — тесе яланхи пекех уҫҫӑн юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аван та ҫав мунча тени! — сивӗ шыв ҫӳҫентернипе уҫҫӑн сывласа илчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аҫӑмҫырмисем вара тепӗр хут яр уҫҫӑн ҫирӗплетнӗ: чи пултаруллисен йышӗнче те вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ вӗсене ҫитекен ҫук.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Осип Озеров никампа та калаҫса килӗштермесӗр хӑй тӗллӗн аташнине те ҫынсене уҫҫӑн ӑнлантарса парӑр.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн уҫҫӑн пӑхакан сенкер куҫӗсем те, яланах кулса тӑракан ҫӳхе тутисем те, кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ те, тутӑрӗ айӗнчен кӑтраланса тухакан сарӑ ҫӳҫӗ те, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗпе ҫинҫе пилӗкӗ те, шӑратса янӑ пек кӗрнеклӗ урисем те — пурте килӗшеҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Сахар вӗсемпе калаҫса та тӑмарӗ, тепӗр минутранах кил хуҫи пӳлӗмне кӗрсе те тӑчӗ, ҫивӗч хура куҫӗсене хуҫа ҫинчен сиктермесӗр, хӑй мӗншӗн килнине хӑюллӑн та уҫҫӑн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре, тӑри тӳпенелле явӑнса хӑпарнӑ пек, чуна ҫӗклентермелле уҫҫӑн илтӗнчӗ вӑл, тепре, хӗр хӳхлесе макӑрнӑ пек, хурлӑхлӑн янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ылтӑн кӗркунне» курав ял хуҫалӑхӗ паянхи кун мӗнле пурӑннине яр уҫҫӑн кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Акӑ вӑл халӑх умне тухать, ун чухне ӗҫкӗсемпе ҫӗтмен сасси уҫҫӑн янӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вырма уҫӑ, лашасем те уҫҫӑн утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Анчах муниципалитет территорийӗнче пурӑнакансем, ҫав шутра элита та, уҫҫӑн ӑнланса пӗтереймен, кам йышӑнусем тӑвать - хула пуҫлӑхӗ (депутат-и е администраци пуҫлӑхӗ) сити-менеджер-и.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Конкурссене пӗрле хатӗрленни, ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫни, пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлӗсене пӗлни ҫемьене татах та ҫирӗплетнине, туслаштарнине палӑртать мӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Акӑ хыттӑн та уҫҫӑн чанк! туни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑшт ҫеҫ туйӑнакан ҫил пит-куҫа уҫҫӑн сӗртӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Апла, тен, хӗр хӑйне ытла уҫҫӑн сӗнни хӑратрӗ ӑна?

Что же сейчас его испугало? Может, чересчур откровенное поведение девушки?

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех