Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫланкӑра (тĕпĕ: уҫланкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урса кайнӑ лашасем, туртисене хуҫса, уҫланкӑра ӗрӗхсе ҫӳрерӗҫ, суранлисене шырама санитарсем пуҫӗсене ҫӗклеймеҫҫӗ, пур ҫӗрте те вут-ҫулӑм ялкӑшать, тӗпӗ-тымарӗпе тӑпӑлнӑ йывӑҫсем шатӑртата-шатӑртата пӗр-пӗрин ҫине ӳкеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура вӑрманпа ҫамрӑк ӑвӑслӑха пайлакан прачак ҫине тухсан тин ҫамрӑк ӑвӑслӑхра, илемлӗ вырӑнта ларакан лаптӑкра, пысӑках мар уҫланкӑра асамлӑ вырӑн ума тухатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Каҫхине аслӑ вӑрманти пӗр уҫланкӑра ним туйми ҫывӑрать, тепӗр кунне ирех ҫула тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

— Ытла та ҫара уҫланкӑра.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫуркунне эпир, ачасем, уҫланкӑра ыхрути пуҫтараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Вӗсем — Завьяловпа Оля — пӗрле пулаҫҫӗ, анчах леш уҫланкӑра мар.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля унпа пӗрле уҫланкӑра ларас ҫук, унӑн ӗҫ питӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне вӑрман ҫапӑҫатчӗ, артиллери кӗрлени, хыр вӑрманӗн стенине пырса ҫапӑннипе ҫемҫелсе, уҫланкӑра та илтӗнетчӗ, ҫӑлтӑрсем ҫутӑлакан пульӑсен ҫутинче ҫухалса сӳнетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вӗсем ҫур километр сарлакӑш тата пӗр километр ҫурӑ тӑршшӗ уҫланкӑ курчӗҫ, уҫланкӑра хӑйсен хӳрисемпе фюзеляжӗсене ҫӑра йывӑҫсем хушшинелле кӗртсе тӑратнӑ «ИЛ» самолета асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак ҫӳҫе патӗнчи уҫланкӑра яш-кӗрӗмсем кашни ҫӳлах вӑйӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Герой кулленхи хирӗҫӳсене лайӑх курать, ӑнланать, йывӑрлӑхсемпе кӗрешме чӗнет («Ҫӑлтӑрсем шӑранса выртаҫҫӗ», «Уҫланкӑра», «Рэнди Брюс», «Ҫилсем алхасаҫҫӗ»).

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Июлӗн 1-мӗшӗнче, наци уявӗсемпе йӑли-йӗркисене упраса хӑварас тӗллевпе, Дема ҫыранӗ хӗрринчи илемлӗ уҫланкӑра Сабантуй уявӗпе пӗрле «Аван-и, ентешсем» уяв ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир юмаха пурнӑҫа кӗртме ҫуралнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3325135

Уҫланкӑра темӗнле хура мӗлке тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗчӗк уҫланкӑра пӗрин ҫурӑмӗ ҫине тепри хӑпарса тӑрса палан ҫеҫки хуҫакан икӗ хӗрачаран та чӗнмесӗр иртмерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗр пӗчӗк уҫланкӑра куҫа шартарса питӗ хитре ҫеҫкесем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ Лидӑпа ҫырлана кайнӑ уҫланкӑра пултӑм, пӗр ывӑҫ ҫырла татса ҫирӗм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шӑнкӑртатса юхакан пӗчӗк ҫырма хӗрринчи уҫланкӑра техӗмлӗ ӑшӑ сӗт шӑрши сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Поэтӑн паллӑ кӗнекисем: «Атӑлъенсем – телейлӗ ҁынсем», «Тав», «Тумлам», «Туслӑх», «Уҫланкӑра», «Чун хавалӗ», «Ӗмӗтӗмӗр ҫитсе пынӑран», «Константин Иванов тата музыка», «Тулли кӑмӑлпа» тата ыттисем.

Известные книги поэта: «Мы трудовые волжане», «Спасибо», «Капля», «Запев дружбы», «На поляне», «Заветное желание», «Константин Иванов и Музыка», «От всей души» и другие.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

Чӑнах, нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, уҫланкӑра вут куҫӗ — пӗчӗк кӑвайт ҫути — мӗкӗлтете пуҫларӗ, ҫав енченех ҫунӑк шӑрши ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уҫҫӑнах курӑнчӗ: «качтаки» пӗр аллинче ҫунакан зажигалкине тытса пысӑках мар уҫланкӑра тӑрать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех