Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫ тӳпинчи вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет, вӑйлӑ кӑкӑрӗ яр уҫах, хӗлле тӑхӑнакан ӑшӑ тӑлӑпне вӑл ҫанни-мӗнӗпех тӑхӑнса янӑ, хӑйӗнчен вара чӗрӗслетсех тар шӑпӑртатать.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тимӗр автан тӑрӑллӑ ҫӗнӗ ҫурт ҫумӗнчи килкарти хапхи уҫах тӑрать.У нового дома с жестяным петухом на крыше были раскрыты ворота.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Мӗн, мӗн тумалла? — те сухапуҫ тытса ӗшеннӗрен, те сыпнӑ эрехӗ сулӑнтарнӑран — шутсӑр уҫах мар, ав, Матви те.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир алӑк уҫах иккенне, урамра темиҫе пин ҫын тӑнине пӗлмен.Мы не знали, что двери раскрыты и тысячи людей стоят на улице.
Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Кунтан эпир татах ҫурҫӗрелле, Брянск вӑрманнелле кайма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен кунта пирӗн умри ҫул уҫах юртать; анчах пирӗн Конотоп — Курск чугун ҫулӗнчен аяккалла пӑрӑнса каяс пулмасть, ма тесессӗн, вӑл чугун ҫул тӑрӑх ирӗн-каҫӑн пӗр татти-сыпписӗр фронт еннелле тӑшманӑн ҫар эшелонӗсем иртеҫҫӗ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пуртисене, чӑн-чӑн вӑрман касакансем пек, хул ҫине хураҫҫӗ те ачасем хӑва ӳсекен ҫӗрелле чупаҫҫӗ, утрав тӑрӑх вара пуртӑпа чӗрӗ хӑва хуллисене каснӑ уҫах мар сасӑсем янӑраса тӑма пуҫларӗҫ.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Хурлӑхлӑ та кӑмӑллӑ шӑплӑха уҫах мар сасӑпа калакан сӑмахсем ӳкеҫҫӗ:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Икӗ матрос шыва сикрӗҫ те аллисене хӑлаҫласа путакан патнелле ишсе каятчӗҫ, пароход хыҫӗнчен кимӗ антаратчӗҫ, команда кӑшкӑрчӗ, хӗрарӑмсем ҫухӑрнӑ хушӑра вара Яковӑн пит уҫах мар сасси лӑпкӑн та пӗр тикӗссӗн юхса тӑратчӗ:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кашни кунах, вахтӑна пӗтерсен, вӑл ҫара уран, тарланӑскер, нефтӑпа вараланса пӗтнӗскер, пиҫиххисӗр йӗпе кӗпепе, ҫӑра кӑтра ҫӑмлӑ кӑкӑрне йӳле ярса, кочегар люкӗнчен ҫӳлелле тухатчӗ, ҫавӑнтах вара унӑн пит уҫах мар, пӗр пек тикӗс сасси палуба тӑрӑх юхма тытӑнатчӗ, сӑмахсем ҫумӑр тумламӗсем пек тӑкӑнатчӗҫ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чухне офицер юрлатчӗ, тата алӑ тупанне ҫамки ҫумне тытса, темле антӑхнӑ пек, уҫах мар сасӑпа сӑмахсем калатчӗ.Иногда офицер пел и читал стихи глуховатым голосом, странно задыхаясь, прижимая ладонь ко лбу.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Нимӗҫсем, аттисене такӑртаттарса, килкартине кӗчӗҫ, калинккене уҫах хӑварчӗҫ.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл хӳмесем хыҫӗпе пытанса иртнӗ ҫуртсен алӑкӗсем уҫах выртаҫҫӗ, хӑшне-пӗрне кӑларсах ывӑтнӑ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Алӑк уҫах тӑтӑр, унсӑрӑн чӑтма ҫук шӑрӑх.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫӳллӗскер, типшӗм, ҫирӗп шӑнӑрлӑ ҫын — вӑл ларма-тӑма пӗлмен хыпаланчӑк пулассӑн, ҫивӗч чӗлхепе калаҫассӑн туйӑнать, анчах хӑй васкамасӑр уткаланине, йӗркеллӗн хуҫкаланнисене куратӑн, унӑн лӑпкӑ, уҫах мар сассине илтетӗн те шалт тӗлӗнетӗн.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫурту сан капӑр, чапӗ пур ун, Тус-хӑнасемшӗн вӑл уҫах; Эрато, Тали, Терпсихора Унта пулаҫҫӗ час-часах; Вӗсем ҫине саламлӑн, ӑшшӑн Пӑхать телейлӗ кил хуҫи.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Мӗн-ма алӑксем уҫах?
Виҫӗ сӗмсӗр пуля // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ак ӗнтӗ вӑл хӗрсе кайрӗ, автоматне ҫӗклерӗ, чӗри тӗлӗ уҫах!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Люкран уҫах мар сасӑ илтӗнчӗ, унтан шланга тытма хӑтланакан тӗксӗм алӑсем, юлашкинчен ватӑ мастер Пахомов пуҫӗ курӑнса кайрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ку хутӗнче телей пулчӗ: ҫӑл витти те уҫах.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑл уҫах иккен.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.