Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уяса (тĕпĕ: уя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫук хӑйне шывра путакан ҫын пек туйнӑ самантсенче, ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр, «шыва сикетчӗ» те ӗнтӗ Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч нумай уяса тӑмасть, килне чупса кӗрет те кӑмака ҫине вӑштӑр-ваштӑр хӑпарать, ашшӗ тимлесе те майласа хӑварнӑ патронсемпе пӑшала шӑлт-шалт авӑрласа, тухса вирхӗнет анкартинелле аслашшӗпе амӑшӗ сисиччен.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ун пек чух уяса тӑмаҫҫӗ, — хирӗҫлет Апуҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗрт ним уяса тӑмасӑр урам сарлакӑшӗпех виҫӗ-тӑватӑ метр ҫӳллӗш лап выртать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ҫынсем те питех уяса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кабаргас нимӗн уяса тӑмасӑр хӗрарӑмсен ушкӑнне вирхӗнсе кӗчӗ, вӗсене хӑйӗн кирза аттисемпе таптаса пӑрахма хатӗрскер, Кузнецова патне ҫитсен тӑпах хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ара усал утаман, Вӑл уяса тӑрать-и?

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫын ҫине те тухкаларӗ; халӑх йӑли-йӗркисене уяса ирттерекен тӗрлӗ уяв-вӑйӑ-тапӑсенче ял йышӗпе, пӗлӗш-тантӑшпа явӑҫни те, общество ӗҫне хутшӑнни те ӑна тӑнтанланмах памарӗ (район шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртура вӑл пӗчӗк калибрлӑ винтовкаран персе район чемпионӗ ятне илчӗ; ялти каччӑ-тӗрӗшпе волейболла вылярӗ; колхозра футбол командине йӗркелес ӗҫе те ухатланчӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӑх, пӗр хӗрсе кайсан, никама та уяса тӑмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Хыҫалтан мӑрса пысӑк вӑйпа килнине пӗлсе тутарсемпе анатри ҫармӑссем пӗр уяса тӑмасӑр вырӑссем ҫинелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Допрос тунӑ хыҫҫӑнах Ӗҫе хуса каяҫҫӗ, Эс выҫҫипе чирлине Уяса та тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫавӑнпа та ӑшӑ приборне туянсан унӑн ӗҫ инструкцийӗпе тимлӗ паллашӑр, хӑрушсӑрлӑх мерисене уяса усӑ курӑр.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Куҫне уҫмасӑрах сунарҫӑ вӑл пысӑк пуҫне лӑнк-лӑнк-лӑнк сулласа пынине, ҫемҫе урисене ним уяса тӑмасӑр пускаланисене курать, ытти темиҫе шӑршӑсем хушшинче упа шӑршине уйӑрса илет.

Не открывая глаз, охотник видит его большую лохматую голову, косолапую поступь, из всех запахов выделяет запах медведя.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрарӑм мӗн калать, ним уяса тӑмасӑр ҫавӑн пек тӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тепӗр чух, асӑрхамасан, выльӑх кӗтӗвӗ пекех хӑваласа каяҫҫӗ, ниме те уяса тӑмаҫҫӗ, — сӗтел ҫине пӗр чашӑк тӑварланӑ кӑмпа лартса пачӗ старик.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Гимназист пальтине тӑхӑнма халӗ килӗшӳллӗ мар, кӗрӗк илмелӗх укҫа пухайман, пиччӗшӗ тумтирне уяса ҫӳрет Кӗпӗрьян.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, Бухаринпа ун майлисем каланӑ шухӑшсенчен хӑшӗсем тӗрӗсех пулнӑ, ытти тӗлӗшпе, тен, вӗсем ҫӗршыва усӑ ытларах кӳрес кӑмӑлпах йӑнӑшнӑ — ӑна-кӑна никамах та уяса тӑман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кам хӑйӗн ҫӗршывӗн законӗсене ҫичӗ уйӑх хушши хытӑ уяса тӑнине кӑтартса парать, ҫав ҫын пӗр-пӗр привилеги илме пултарать.

Всякий, кто может доказать, что он в точности соблюдал законы страны в течение семи лун, получает там право на известные привилегии.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах лавҫисем ӑна уяса чипер тытман.

Однако возчики не поцеремонились с ней.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Гитлеровецсем еврейсене пысӑк ушкӑнсемпе хула тулашне хӑвала-хӑвала тухса, хӑйсем валли масар шӑтӑкӗсем чавтарнӑ, унтан пере-пере вӗлерсе тӑкнӑ; хӑшӗ вилнине, хӑшӗ вилеймесӗр чӗрех юлнине уяса тӑмасӑрах, шӑтӑка тӗксе антарнӑ та, ҫиелтен тӑпрапа витсе лартнӑ.

Большими группами гитлеровцы выводили евреев за город, заставляли их копать себе могилы, потом расстреливали; не разбирая, кто мертв, а кто еще жив, сталкивали в ямы и закапывали.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех