Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах лавҫисем ӑна уяса чипер тытман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Гитлеровецсем еврейсене пысӑк ушкӑнсемпе хула тулашне хӑвала-хӑвала тухса, хӑйсем валли масар шӑтӑкӗсем чавтарнӑ, унтан пере-пере вӗлерсе тӑкнӑ; хӑшӗ вилнине, хӑшӗ вилеймесӗр чӗрех юлнине уяса тӑмасӑрах, шӑтӑка тӗксе антарнӑ та, ҫиелтен тӑпрапа витсе лартнӑ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кам изобретатель, кам салтак — пульӑсем ӑна уяса тӑмаҫҫӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Нина чӗри, палланӑ сасса уяса, пушшех те читлӗхе лекнӗ кайӑк чӗппиллӗ тӗпӗлтетме тытӑнчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пирӗн парад хыҫҫӑн сӑсӑлӗ вӗҫнӗскерсем, мадьярсем те, нимӗҫсем те пӗрне-пӗри партизансем вырӑнне шутланӑ, ҫавӑнпа нимӗн уяса тӑмасӑрах пӗрне-пӗри автоматсемпе пӑшалсенчен ӑшалантарма тытӑннӑ.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӗттӗмре ниме те уяса илме ҫук, ҫавӑнпа хускалма та аптратпӑр хамӑр.В темноте ничего нельзя было разобрать, и мы не смели шевельнуться.
III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Ӑна-кӑна уяса тӑмарӗ ӗнтӗ вӑл, кутамккине хывса хучӗ те, тӑватӑ уран упаленсе хӑмӑш хушшине, чи чӑтлӑх ҫӗре кӗрсе кайса, ӳсентӑранпа тӑранса пурӑнан выльӑх-чӗрлӗх пекех, чаплаттарма тытӑнчӗ.Он сбросил свою поклажу и на четвереньках пополз в камыши, хрустя и чавкая, словно жвачное животное.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Чухласа, уяса ҫеҫ кӑлармалла кӗсъерен.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх, эсӗ те ҫав! — типӗ шанкӑ евӗр пал та пал хӗм сирпӗтет Матви, итлекене итлеттересле лӑпкӑн та уяса калаҫать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эхер пуҫа унашкал ӗмӗтсемпе шухӑшсем пырса кӗрес пулсан та, хам паянхи кунпа кӑмӑллӑ пулнине туйса, малашнехи тӗкӗнекен шухӑшсене ним уяса тӑмасӑрах хӑвала-хӑвала яратӑп.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӗсем ҫине кӗвӗҫсе пӑхаттӑм, хам вӑрттӑн-хӗрттӗн француз чӗлхине вӗренеттӗм, кама пуҫ таяссине уяса тӑмасӑр пуҫ тайма, калаҫма, ташлама хӑнӑхаттӑм, хама кирек мӗн ҫине те лӑпкӑн, кичеммӗн пӑхма хӑнӑхтарассишӗн тертленеттӗм, хачӑ ӳте касса кӗричченех чӗрнесемпе асапланаттӑм, — ҫапах тӗллеве пурнӑҫлама татах та нумай тумаллине туяттӑм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлтунӑ чухне эпӗ йӗркене уяса йӗтӗм, сӑхсӑхкаларӑм, пуҫ тайрӑм, анчах ӑшӑмра пачах кӗлтумарӑм, лӑпкӑнах тӑтӑм; ҫие тӑхӑннӑ ҫӗнӗ пӗчӗк фрак хулайӗнчен хӗстерни пӑшӑрхантарчӗ, шӑлавар пӗҫҫисене ытлашши варалас марччӗ тесе шухӑшларӑм, кунти мӗнпур ҫынсем ҫине вӑрттӑн сӑнаса пӑхкаларӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл халиччен заводра вӗреннӗ, дисциплинӑна хытӑ пӑхӑнать, хӑйне вара пачах та уяса тӑмасть, кирек епле задание те пурнӑҫлама тӑрӑшать, шыв йӑтассинчен пуҫласа диверси тума та хӑй ирӗкӗпех каять.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ашак хуҫапа Тӗве куҫран ҫухаличчен кӗтсе выртнӑ та унтан хӑй вырӑнӗнчен тӑрса, мӗнле ҫулне уяса тӑмасӑрах, сиккипе вӗҫтернӗ.
Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Эттай, хайхи ача патне чупса пырса, ним уяса тӑмасӑрах, ун ҫӑварне хупласа хучӗ.Эттай подбежал к говорившему мальчику и бесцеремонно закрыл рукой его рот.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Старо Мястӑна та уяса тӑман вӑрҫӑ — пӗр тӗрӗс-тӗкел чул хӑварми кисретнӗ.Не пощадила война и дорогого для варшавян Старого Мяста — от него тоже остались руины да щебень.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Халӑх эсир мӗн шутланине уяса тӑрасшӑнах мар.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Хуҫисем — укҫана тирпейлӗ те уяса тыткалакан старикпе карчӑк — мана сиввӗн йышӑнчӗҫ.Хозяева — старик и старуха, люди, видимо, хозяйственные и расчетливые — встретили меня сдержанно.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Аманнисен суранӗсене пӑхма лайӑхрах пултӑр тесе, фельдшерсем вӗсен умӗнче ҫурта тытса тӑраҫҫӗ, салху сӑн-питлӗ докторсем вара, ҫанӑсене тавӑрнӑскерсем, аманнӑ ҫын умне чӗркуҫленеҫҫӗ те, пульӑпа суранланнӑ вырӑнсене пӳрнисене чикеҫҫӗ, хыпашласа пӑхаҫҫӗ, асапланаканнисем темӗн пек йынӑшса йӑлӑнсан та уяса тӑмаҫҫӗ вӗсем, сусӑрланнӑ е хуҫӑлнӑ пирки ҫакӑнса тӑракан ал-урасене тепӗр май ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл офицер, тупӑ ҫинче лараканскер, сарӑ хутпа пирус чӗркет, лӑпкӑн чӗркет вӑл ӑна, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр уткаласа ҫӳрет вӑл пӗр амбразура патӗнчен теприн патне, хуҫкаланмасӑр-тумасӑр калаҫать вӑл сирӗнпе, пульӑсем ҫине-ҫинех, халичченхинчен те тӑтӑшрах шилетсе иртеҫҫӗ пулин те, эсир ӑна уяса тӑмастӑр, хӑвӑр та хӑрами пулатӑр, офицертен тимлӗн ыйта-ыйта пӗлсе, вӑл каласа панине итлетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.