Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнпа (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман хӗрринче палаткӑсем лартса ҫӗр каҫни, ушкӑнпа гитарӑпа юрӑсем юрлани, вут ҫинче хуранпа пӗҫернӗ апата кӑмӑлтан ҫини, ҫӗнӗ туссем тупни, ӑмӑртусенче мала тухассишӗн талпӑнни…

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Иртнӗ ҫул вара чӑваш юрӑҫисенчен чи малтан ушкӑнпа Донбаса ҫитсе килтӗр.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илессишӗн пирӗн спортсменсем «Форсаж» ушкӑнпа пӑр ҫинче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Халь вӑрҫӑра пулнӑ ентешсене аса илсе, вӑрҫӑра вилнисене хӑш вырӑнта вил тӑприсем ушкӑнпа пытарнисем унта питӗ вӑйлӑ материалсем».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Ҫӗнтерӳҫӗсене уйрӑм тата ушкӑнпа тунӑ кӑтартусем тӑрӑх хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Апла пулсан мӗншӗн вӑл пухусенче е ытти ҫӗрте: «Чӑвашсем ушкӑнпа ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ — вӗсем колхоза салатасшӑн мар!» — тесе шавлать?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пек чух кашни минут шутра, ҫавӑнпа ушкӑнпа туслӑ, хӑвӑрт тата тӗрӗс ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

Ҫак спорт тӗсӗ пуҫа ӗҫлеттерет, ҫурӑма тӳрӗ тытма, ушкӑнпа ӗҫлеме вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Паянхи кун ҫивӗч тӑракан темӑна ушкӑнпа сӳтсе яврӗҫ, ял ҫыннисен шухӑшне итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ушкӑнпа шӳтлесе-кулса ӗҫлеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Канни, ушкӑнпа хутшӑнни усса кайӗ.

Сейчас пойдёт на пользу активный отдых и общение в коллективе.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вара, умлӑн-хыҫлӑн йӗркеленсе тӑрса, пӗр ушкӑнпа тухӑҫалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел анса ларнӑ тӗле вӑл малалла мӗнле ӗҫсем пуҫласа ямаллине, ӑҫталла каймаллине шухӑшласа йӗркелерӗ, ҫарпуҫӗсене хушусем пама тытӑнчӗ: пӗрне пысӑках мар ушкӑнпа ҫурҫӗрелле кайса, Урал енне тухма тӑрӑшакансене пухма хушрӗ, теприне Чархула тӗлӗнчен каҫнӑ пӑлхавҫӑсене хӑй патне ертсе килме, виҫҫӗмӗшне каялла Атӑл хӗрринелле сыхлануллӑн кӑна кайса ҫаврӑнма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ушкӑнпа тапӑнӑр! — хушрӗ вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ушкӑнпа!

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗчӗк-пӗчӗк ушкӑнпа халӑх вӗҫӗмсӗр унталла тапӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайӑшӗсем хӑйсем ҫеҫ мар, пысӑк ушкӑнпа, ҫӗнӗ йӗкӗтсем ерте-ерте килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтан мӗн кирлине турттарса тухар, кайран вара ушкӑнпа чиркӗве часах туса лартӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анатран е туран кимӗсем курӑнсан — Утрав ҫинче паллӑ тӗтӗм йӑсӑрлансан, Вара виҫӗ ывӑлӗ хайсем пек ушкӑнпа Шур лачака тӑрӑх шӑваҫҫӗ хырӑмпа: Кимӗсем кӑмӑллӑ парнене памасан, Ҫыранпа та ан ут пуҫу хаклӑ пулсан.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ушкӑнпа пухӑнса ҫӑхав ҫырнӑ хыҫҫӑн вӗсене премисӗр хӑварнӑ.

После того, как они собралась и совместно написали коллективную жалобу, их лишили премии.

Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех