Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑмран (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хунар ҫутин те усси ҫук, ҫичӗ-сакӑр утӑмран мала каяймасть.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Темиҫе утӑмран тин пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, вара васкасах сцена ҫинчи сӗтел патнелле ҫывхарчӗ ҫын, секретарӗн хӑйӗн еннелле тӑснӑ аллине тытса чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пур ӗҫ те малтанхи утӑмран, пӗчӗкрен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Чул хӳме патне ҫитме ҫирӗм утӑмран ытла юлманччӗ пулин те, эпӗ ҫав-ҫавах никама та асӑрхамарӑм.

До стены оставалось двадцать метров, а я все еще ничего не видел.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑш чухне тӗтре пит ҫӑра пулать, ун пек чухне вара: икӗ утӑмран ним те курӑнмасть, теҫҫӗ.

Иногда туман бывает так густ, что говорят: в двух шагах ничего не видно.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Темиҫе утӑмран ӑна юр ҫине кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ҫынсем, ав, чи сайра вырӑна тӑраҫҫӗ те, виҫӗ утӑмран пӗрер пучах татса, утсах тухса каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫирӗм утӑмран вӑл йывӑҫсем хыҫӗнче курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Виҫ утӑмран та персе ӳкерейместӗн вӗт, мӗнле сана пӑшал йӑтса ҫӳреме намӑс мар!..»

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Тата вунӑ утӑмран Аня кӗтмен ҫӗртен икӗ хурӑн хушшинче сак курчӗ, тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫирӗм утӑмран каллех канма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫирӗм утӑмран чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Куратӑп: чӑнах та, катаранах та мар, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмран пирӗн паталла тротуарпа вӗшле йытӑ пек хыткан, йӑпӑш питлӗ тӑсланкӑ ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӑрӑм ҫул утӑмран, аслӑ ҫул сукмакран пуҫланать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ унӑн аллинчи вӗрене ача пекех сӑнаса пӑхрӑм, унта темиҫе утӑмран шурӑ хӑю ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫуллахи каникул пуҫланман та тейӗн – шкул пурнӑҫӗ вӗресе тӑни кашни утӑмран палӑрчӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Анчах унта аӑм та пулин ларнине пӗлмен ҫын вӑл сасӑсене виҫӗ утӑмран та уйӑрса илеес ҫук.

Но постороннему уху даже в трех шагах было невдомек, что в подвале заперт человек.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл чӑмать те пилӗк-ултӑ утӑмран сиксе тухать, унтан месерле ҫаврӑнса выртать.

Он ныряет и появляется шагах в шести от того места, вот он лег на спину и лежит.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫ утӑмран иртсе кайрӑм, пӗри те пӗр сӑмах чӗнмерӗ».

В трех шагах от них прошел, хоть бы один шевельнулся.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ ҫӳлелле петӗм, тӑшман вара ҫирӗм утӑмран — айккинелле, лектереймерӗ.

Я стрелял вверх, а враг мимо в двадцати шагах.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех