Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утти сăмах пирĕн базăра пур.
утти (тĕпĕ: утӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куллен ҫапла шыва утсах-и, Тен, хӗр утти ӗлккен пулать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Теприн утти ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл ҫич пин ун утти, Варри — тинӗс кӑвапи.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шӑршӑ йӗрӗпе йӗркелесе килчӗ пулӗ ӗнтӗ хӑйӗн утти — тӗррине…

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ахаль мар пулӗ ӗнтӗ хӑрах ҫыннӑн утти те вӑрах, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

500 метр тӑршшӗ пульповод пӗве хыҫӗпе Хӑйӑр утти еннелле тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑйӑр утти ҫине строительсем малтанхи юпасене ҫапрӗҫ, ҫав юпасем утрав яланлӑхах ҫыранпа пӗрлешмелли ҫула — анатри пӗве пулмалли вырӑна паллӑ туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кам пӗлет, хальхи ҫамрӑксем ватӑлнӑ тӗле ӑҫтарах ҫитнӗ пулӗччӗ-ши Хӑйӑр утти?

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑйӑр утти

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Йӑрӑс пӳллӗскер, утти епле тата.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Унӑн сулмаклӑ та ҫивӗч утти ҫар ҫыннин уттине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Евҫей Антонович вӑтам пӳ-силлӗ, хыткан, анчах патвар шӑнӑрлӑ; ун кӗлетки каччӑнни пек пиҫӗ, йӑрӑс, утти сулмаклӑ та ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Апла пулин те куҫа ачашлакан кӑмӑллӑ пит-куҫӗпе хӑва пек пиҫӗ кӗлетки, тӳрӗ те кӗрнеклӗ урисен ярӑнуллӑ утти ӑна ҫав-ҫавах ытарайми хитре кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атте Ҫтаппан пиччесен тӗлне ҫитнӗ, васкаса утать, анчах вӑйран сулӑннӑ пирки, утти ӳсӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗлетки-ҫурӑмӗ чӑмӑр ун, пӗвӗ яштака, утти ҫӑмӑл.

И с виду она никак не выглядит старухой: статная, фигуристая.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун утти кашкӑр уттине аса илтернӗ.

Походка Шахруна напоминала волчью.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем ӑна ырласа тӑранаймаҫҫӗ: пӗвӗпе те пысӑк имӗш вӑл, утти те хитре унӑн, сӑмахӗсем те ӑслӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗрарӑм кӗвентепе икӗ витре йӑтса иртнине асӑрхасан вӗсенчен кашни ун ҫине нумайччен сӑнаса пӑхать — ун арӑмӗн утти мар-и ку, йӑнӑшпа ун арӑмӗ килсе тухман-и ҫак таврана?

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑн утти, ҫавӑн кулли.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра хыҫалти касра палланӑ ҫын утти курӑнса кайрӗ те, Эрнепи пӗтӗм вӑйпа пахча вӗҫнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех