Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр тесен, ӗҫ ҫи-пуҫӗ те уявлӑх е йӑлалӑх тумӗн пӗлтерӗшне йышӑнма пултарнӑ, мӗншӗн тесен кашни ӗҫӗн тенӗ пекех хӑйӗн йӑли-йӗрки тата унпа ҫураҫуллӑ тумтир пулнӑ (тӗслӗхрен, утта кайма, вырмана тухма, кӗтӳ яма т.ыт.те).

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Эль шывӗн ҫыранӗнчи утта тавӑрса пӗтерни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Хӑ, утта ҫӑпатапа?

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Утта ҫӗртсе ярас тетӗн-им?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах утта ним витмесӗр кам вырттарать?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утта аслӑк ҫине хӑпартма кӳршӗсем пулӑшрӗҫ вара.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫӳлте тӑрса йӗркеллӗ купалаймасан тележка тепре тӳнсе кайӗ те хамӑра йывӑр пулӗ тесе утта аялтан парса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Коля тете хӑйӗн шакла пуҫне хыҫкаларӗ те: «Юркка, ҫынсене чӗнме вӑхӑт ҫук, ҫумӑр ҫума пултарать. Утӑ аялтан паратна е ҫӳлте тележка ҫине панӑ утта майласа тӑратна?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Эпир Коля тетепе тиенӗ утта яла илсе тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Утта пурте пӗрле тиерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пӗррехинче атте Коля Долгова типӗтнӗ утта вӑрмантан илсе тухма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

— Ҫывӑх вӑхӑтра сысна пусман ҫав, утта тухас умӗн сурӑха кӑна тирпейлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Сванетире ӗлӗк урапа курман, унта уйри тырра, утта ҫунасемпе турттарнӑ; ҫурӑм хыҫне япала ҫакса ҫынсем тусем урлӑ ҫуран е лаша ҫине утланса ҫӳренӗ.

Сванетия не знала колес — хлеб с полей и сено возили на санях, а люди с вьюками пробирались через горы пешком или верхом.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Алӑпа вир ҫумланӑ, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ҫитӗннисене пулӑшнӑ, утта ҫавӑрса типӗтнӗ, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр паккуссене кӗреплесемпе пухнӑ.

Пололи вручную посевы проса, помогали взрослым на сенокосе, ворошили сено, граблями убирали бескрайние покосы, скошенные косой.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Унти утта ҫулма юрать.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунти утта ҫулма вӑхӑт ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Трактор ҫуни ҫинчи утта пушатма ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур утта пӗрер ывӑс туртса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗркунне утта ферма патне пӗтӗмӗшпех кӳрсе хураймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Муниципалитетсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗсем те пушанса пыраҫҫӗ: 73,1 пин гектар ҫинчен /85 процент/ утта пухса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех