Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӑм (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт иртсен тӑтӑм та утрӑм

Куҫарса пулӑш

«Хӑйсен япалисене ҫӗтерсе е манса хӑваракан ҫынсем…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1729

Унта ҫуранах утрӑм, палланӑ вырӑнсене кайса курмасӑр тӳсеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чӑматана пристане хӑвартӑм та, ҫыран хӗррипе сирень вӑрманӗ еннелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Гостиницӑран чӑматана илсе тухрӑм та пристанелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫак шухӑшпа юпа тӑрринчен анса ачасем хыҫҫӑн утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ укҫа енчӗкне кӗсьене персе чикрӗм те, ҫӑмарта пуракне хул айне хӗстерсе, патваррӑн утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хам вара каллех кассир патне утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Йывӑҫ ҫинчен сиксе ансан кайран тин пӗҫӗ пӗҫернине туйса илтӗм, уксахласа утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Муҫҫа мучи юмахне шыв сыпнӑн итлесе ларакан ачасенчен пӑрӑнтӑм та ҫывӑхри ана ҫине утмӑлтурат шырама утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Санӑн пӗлессӳ килет пулсассӑн, циркран тухсан эпӗ вӗсем хыҫҫӑн икӗ квартал утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпа тӳрех сирӗн пата кивҫене тухса утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Эсир каҫа таврӑнасса кӗтсе, баракра ухмах сутса ларас килмерӗ, тухрӑм та утрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ хӳме патне тӳрӗрен утрӑм.

Я зашагал быстрей.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вара эпӗ ӑна алӑ ҫине йӑтса малалла утрӑм.

Я взял его на руки и пошел дальше.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эп чупса тухрӑм та сирӗн хыҫҫӑн утрӑм.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лӑпкӑнах ҫаврӑнса утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Эпӗ, ун тӑрӑх улӑхса, самаях пысӑк сада кӗтӗм те ним шухӑшсӑр енчен енне пӑхкаласа утрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вырсарникун Атӑл хӗррине антӑм та хамӑн йывӑҫ кимме ҫыран хӗрринчен ҫӳҫесем айне сӗтӗрсе хӑпартӑм, унтан, чун туртмӑш Атӑла пӑрахса каяс килменнипе, шыв хӗррипе васкамасӑр тӑвалла утрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Каялла ҫавӑрасран, хӑраса, хытӑран хытӑ утрӑм, хытӑран хытӑ утрӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Хваттерне кӗтӗм те, хампа хам калаҫса, ҫур кун пӳлӗмрен пӳлӗме утрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех