Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утпа (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сеит чӳречерен ҫак ҫын лайӑх тӑрантаспа, лайӑх утпа килнине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ара ҫав, пирӗн ҫинчен мансах ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑка хӑналарӗ, — хушса хучӗ улма чӑпар утпа килни.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳрен утпа юнашарах хӑли пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлан утпа укӑлча хапхинчен пӗрерӗн-икшерӗн кӗрекенсене ку хӑйсене пӗтӗм ял халӑхӗ саламласа кӗтсе илнӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах юлан утпа килекенсем хӑйсем мӗн курнипе ҫырлахмарӗҫ-ха, вӗсем кӑшт шикленерех лерелле, ял варринелле пӑхрӗҫ: тӗрӗс-тӗкелех ларать-и ял, мӗн курӑнни ун ҫунса пӗтеймен кӗлетки ҫеҫ мар-и?

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗ Сӗнтӗр ялне ик ҫӗр юлан утпа пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене, вӗсене пулӑшма килнӗ Ту енчи ҫынсене юлан утпа темиҫе хутчен тапӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем пирӗн пата виҫ ҫӗр утпа килнӗ, виҫ ҫӗр ут парса яратпӑр киле кайма.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, тепӗр кун ирхине усал хыпар нуратдин пӳлӗмне ҫуранах килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Раменское ялӗ вырӑссен шӗкӗр хулинчен ҫывӑх та мар, инҫе те мар — ҫуран икӗ кун, утпа пӗр кун каймалӑх.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам пуҫтарӑнма хушнӑ сире? — ҫиллессӗн ыйтрӗ юлан утпа килнисенчен пӗри халӑха хӑратма хӗҫҫине юри йӗннинчен кӑларса.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливана ытларах хурлантарас тенӗ пекех, тарҫӑсем, хуҫа ирӗк панипе, чӳк тунӑ ҫӗре юлан утпа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асту, юлан утпа кайнӑ чух турхан Иливана хӑварать-и?

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утпа ҫӳресси, пулӑ тытасси, вӑрманта-мӗнте апат пӗҫересси уншӑн ним те мар.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑн хӑйӗн ҫыннисен сӑмахне итлемеллеччӗ ӗнтӗ, хулана васкамаллаччӗ, анчах вӑл, тем ҫинчен шухӑша кайнӑ ҫын пек, пӗр вырӑнтах тӑчӗ, вунӑ-вун пилӗк юлан утпа хулана тарма ӑна ҫар пуҫӗн мӑн кӑмӑллӑхӗ кансӗрлерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитменнине тата ҫунапа та мар, чӑн-чӑн туй каччисем пек, хӗл кунӗнчех юлан утпа.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле шеп килсе кӗчӗ вӑл паян Тукай килне — ултӑ юлан утпа, йӗс йӗнерсемпе, кӗрӗк пиншакпа, ҫап-ҫутӑ атӑ-па, хӗрлӗ сатин кӗпепе.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картишӗнче Иливан урлӑ ҫакна пӗлчӗҫ: Тукай патне йӑлӑм вӑрманӗнчен, Илеть шывӗ тӑрӑхӗнчен ултӑ юлан утпа Мамич-Бердей ятлӑ чаплӑ мӑрса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне кӑнтӑрла тӗлӗнче темиҫе юлан утпа Кӑрмӑша тухса кайма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир аслӑ князь хушсан утпа мӗнле ҫӳреме пултарнине тахҫанах кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех