Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утнӑ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑҫта илсе каять-ха ку пире? — хыҫҫӑн утнӑ май шухӑшларӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫырма хӗррипе утнӑ май, Укаслу утӑ ҫулнӑ чухне хӑй ҫак сукмакпа ҫӳренине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ура утнӑ чухне, алӑ хӗҫ тытнӑ чухне тӑшмана ялан тӗп турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ура утнӑ чухне эпӗ унта темиҫе хутчен те кайса килнӗччӗ, хамӑн вилӗмсӗр юнташӑма пуҫ тайса аслӑ турӑсене асӑнса чӳк тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, тапӑр еннелле утнӑ май, тин кӑна мӗн пулса иртнине каласа пама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай утнӑ хыҫҫӑн темле ҫул ҫине ҫитсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Утнӑ ҫӗртех Кирук икӗ-виҫӗ хупах ҫулҫи татать те шыв ҫине ярать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл утнӑ ҫӗртех вӗсен вӗтӗ турачӗсене иртрӗ, ҫинҫе тӑррисене касса шыва ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫавӑнпа-и, тен, Санюк сисмерӗ те — пиччӗшӗ утнӑ ҫӗртех таҫта кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ҫулпа транспорт кайнӑ май утнӑ.

По предварительным данным, которые сообщили в МВД, пешеходы шли по дороге в попутном направлении.

Канашра икӗ ҫынна машина ҫапса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34629.html

— Ах, ыран ӗҫ нумай, — терӗ вӑл пӳлӗмре утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Эпир утнӑ май ҫуртсене тӗлӗнсе пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, утнӑ май, ҫултан пӑрӑнкаласа, сарӑлса ӳсекен, ҫирӗп туналлӑ, анчах сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхнӑ хитре чечексем (шӑнкӑрав курӑкӗ, лантӑш, фиалка, кӑвак ҫеҫпӗл, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кукшапуҫ, чӗп куҫ курӑкӗ) тататӑп та алла пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Утнӑ май сисмесӗрех куҫӑма пӗр пек ҫӳллӗшре тип-тикӗс каснӑ акаци йывӑҫҫисем хушшинче темӗнле шурӑ пӑнчӑ вӗлтлеткелени хӑй еннелле палт ҫавӑрттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Портне тупӑп-ха, анчах ик ураллӑ тискер кайӑк чӗрни хушшине ҫакланас марччӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ те-ха», — хама хытара-хытара, ҫӳҫенкелесе те илетӗп утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Икӗ сарлака паккус, икӗ тус алран-алӑ тытса утнӑ пек, малалла та малалла тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Палӑртнӑ тӗллевсем патне утнӑ чухне лӑпкӑ пулма тӑрӑшӑр, ыттисем ан кӑмӑлсӑрланччӑр.

Уверенно добивайтесь намеченных целей, попытайтесь сохранять такт и деликатность, не вызывая недовольство окружающих.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлташсем шкулалла утнӑ.

Собрались друзья в школу.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Халӗ те вӑл чикан майрисене те, ялне те, кил-йышне те, колхозне те, институтне те Полина «витӗр» ҫеҫ курчӗ, анчах савнӑ хӗрӗ халӗ, утнӑ май, асӗнче йӑл-йӑл ҫуталса тӑмарӗ, унран писсе тӗссӗр, хавхасӑр пирӗштие ҫаврӑнса, лӑпӑл-лапӑл ҫунат сулса хӑварса, таҫталла каялла, курӑнми аяккалла, лапӑстатнӑ пек туйӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех