Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утаҫҫӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем — ҫакӑн пек питӗ ҫӳллӗ ҫӗртен пӑхас пулсан ҫав тери пӗчӗкскерсем — утаҫҫӗ, тӗл пулаҫҫӗ, уйрӑлса каяҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, килӗшеҫҫӗ, юратаҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫурт-йӗр тӑваҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Хальхи ҫамрӑксен тавра курӑмӗ анлӑ, вӗсем самана таппипе тан утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Кантрапа урлӑ-пирлӗ ҫыхса пӗтернӗ пысӑк картон ещӗк йӑтса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн йӑпшӑнса утаҫҫӗ, урисем айӗнче нӳрӗ хӑйӑр хуллен кӑна нӑтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шыва кӗмелли костюмсем тӑхӑннӑ икӗ хӗр, ҫак вырӑнсенчи вутӑшсем, йӗпе ҫӳҫӗсене сапаласа янӑскерсем, тинӗс хӗрринех ерипен утаҫҫӗ, хура йӗпе хӑйӑр ҫинче тарӑн йӗрсем туса хӑвараҫҫӗ, йӗрӗсем тӳрех шывпа тулса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Икӗ хӗр, ҫапла калаҫса, Кӑрманай еннелле утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнесем васкаса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдальпе Васса юр ытла та харсӑрланса ҫунине пӑхмасӑрах урампа утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем тупнӑ кӗнекене ҫавӑнтах пӑрахса хӑвараҫҫӗ те хӑйсен ҫулӗпе утаҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Энтрейпе Унтрей, эхлеткелесе, тулли витресене ҫӗклеҫҫӗ те, хӑйсемшӗн чи ырӑ самантсем ҫитесси инҫе юлманни ҫинчен мӑкӑртатса, килелле утаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Лавсем вӑрман кукринче курӑнми пулсан, ҫурлисене тӗмӗ айнех хӑварнӑ хӗрарӑмсем хире ыраш пуссинелле утаҫҫӗ, хуллен утаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вирьял хӗрӗсем пухӑсене шап-шурӑ тумланса тухаҫҫӗ, пурте пекех ярӑнса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Акӑ, утаҫҫӗ вӗсем, поселок хӗрӗсем, тӑвӑр аркӑллӑ юбка-платье тӑхӑннӑскерсем, чӑх йӑвинчен кӗпе аркипе ҫӑмарта йӑтса аннӑ пек мӑкӑлтатса, хӑйсем те мӑшӑр ҫӑмартана аса илтерсе, ӳт-кӗлеткене палӑртма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пурте пӗр еннелле утаҫҫӗ — пахча кӗтессинче пӑрӑнаҫҫӗ те, тӑкӑрлӑка кӗрсе, куҫран ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫуран та утаҫҫӗ, машинӑсемпе те килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хулари пек пысӑк ҫуртсем лараҫҫӗ, ҫынсем тротуарсем тӑрӑх шӑкӑлт-шӑкӑлт пусса утаҫҫӗ, колонкӑсенчен шыв шӑнкӑр юхтарса ӑсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем стройпа утаҫҫӗ, туризм ҫулӗпе чӑрмавсене парӑнтарса чупаҫҫӗ, пӑшалтан переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Зарница» тата «Орленок» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61154

Ай «вилнӗ капитал», укҫа усӑсӑр выртать, тесе аллисене сулахаялла сулса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

«Мунча вырӑнне Йӑмракассинче пӗр пӗчӗк магазин тумаллаччӗ, унта пурӑнакансем шӑрпӑк туянма та уй урлӑ утаҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пур ачи те вӑтам тата аслӑ пӗлӳ илсе пурнӑҫ ҫулӗпе хастар утнӑ, утаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех