Шырав
Шырав ĕçĕ:
Утасса вӑл шӑппӑн та лӑпкӑн юри ашаксем иртме хӑварнӑ ҫулпа утатчӗ, унпа юнашарах тулли тиенӗ машинӑсем иртетчӗҫ.
Ашак // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫуркунне эпӗ ӑна уйра, лагерьсем патӗнче тӗл пултӑм, вӑл пуҫне суллакаласа, пӗччен, шыҫӑнса кайнӑскер, тӗве пек утатчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ хапхаран тухрӑм та тӳрех Наталипе хирӗҫ пултӑм, — вӑл ӗсӗклесе макӑрса ҫапса амантнӑ питне пуҫ тутрипе шӑлкаласа, тепӗр аллипе саланса кайнӑ ҫӳҫӗсене пуҫтаркаласа, суккӑр ҫын пек панель тӑрӑх утатчӗ, ун хыҫҫӑн Ардальонпа Робенок утса пыратчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӑкӑрлӑк кӗтессинчен эпӗ ӑна хыҫран пӑхрӑм, вӑл хуллен, ниҫта васкамалли те ҫук ҫын пек утатчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Петя, чӑнах та, пирӗнтен пӗр километрта, ҫырман тепӗр енче утатчӗ.Петя действительно маячил в километре от нас, уже на той стороне яра.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Унӑн хӑрах ура лаппине татса илнӗччӗ, вӑл аллине вӑрӑм патак тытса, уксакласа утатчӗ, хӗлле те ҫулла та пуп тумтирӗ йышши ҫӑмӑл, ҫӳхе ваткӑллӑ сӑкман кастрюля евӗрлӗ темле бархат картус тӑхӑнса ҫӳретчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Занавескӑсемпе чечексен каррисем витӗр эпӗ кураттӑм: пӳлӗмсем тӑрӑх офицерсен яштака кӗлеткисем куҫса ҫӳретчӗҫ, ҫаврака майор йӑваланса утатчӗ, вӑл тӗлӗнмелле простӑ та илемлӗ тумланнӑскерччӗ, ярӑнса ҫӳретчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл алӑка сулса амӑшӗ патӗнчен пӑрахса утатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чирлӗ пулнӑ-и вӑл, ывӑннӑ-и, пӗлместӗн, анчах старик пекех вӑраххӑн, урисене аран-аран шутаркаласа утатчӗ.Болен ли он был, устал ли, но двигался он по-стариковски медленно, едва переставлял ноги.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халӗ те вӑт тин ҫеҫ манпа юнашар Маринка утатчӗ — пӑхӑсӑн, ҫук та вӑл: руль умӗнче куҫ харшисене пӗрӗштернӗ кӗрнеклӗ шофер ларать.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл хыҫалта, Алёнка хыҫӗнче, утатчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Симферопольтен вӑрмана ӑсатнӑ чух вӑл чирлӗччӗ, аран утатчӗ.Когда пришел из Симферополя в лес, он был болен и еле ходил.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Эпӗ ӑна шыв хӗррине шӑварма илсе кайсан, вӑл йӗпе пӑру пек такӑнкаласа утатчӗ.А когда я повел ее поить к речке, она спотыкалась, как новорожденный теленок.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Е хӗре курнипе пӗр савӑнса та хӗпӗртесе, е ӑна шуйхантарса хӑвармалла пулнишӗн пӗр кулянса та ӳкӗнсе, утатчӗ те утатчӗ вӑл ҫӗрлехи ҫулпа поселока, теттӗме те пылчӑка пӑхмасӑр утатчӗ те утатчӗ, е хӗр килӗнчен шутсӑр аякках писсе каяс теменрен, ирпе ирех чиперккене курас шанчӑка хӑпартлантарнӑран, ҫитетчӗ те грузовикӗ патне — выртатчӗ кабинӑна кӗрсе, унта ҫӗр каҫатчӗ…
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сад тӑрӑх вӑл тирпейлӗ шӑлса тасатнӑ сукмаксемпе утатчӗ; ҫуллахи тин ҫеҫ пуҫланакан ирӗн сулхӑн сывлӑшне кӑкӑр туллиех сывласа, унталла-кунталла пӑхкаласа пыратчӗ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Уйӑх ҫурӑ каярах тӗттӗмлех шкула утатчӗ Кирюк.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл самай ӳсӗрччӗ, тайкаланса утатчӗ, анчах Григорий патне утса пынӑ чухне, шурӑ тӑмпа вараланнӑ курткӑн пур тӳмисене те тӳмелесе, хӑйӑлтатса каларӗ:
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Малтан вӑл иккӗмӗш шеренгӑра утатчӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Рада ӑна асӑрхамарӗ, пуҫне чиксе утатчӗ вӑл, хапхаран тухнӑ чухне те, ҫаврӑнса утнӑ хушӑра та вӑл ниҫталла та пӑхмарӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Колчо васкамасӑр, хӑрах туйипе сыхлана-сыхлана утатчӗ, тепӗр аллипе сунчӑк тытнӑччӗ.Медленно, ощупью брел он куда-то с палкой в одной руке и с еще не закрытым зонтом в другой.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.