Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утакан (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан каллех васкаса утакан ҫын урисем айӗнче нӳрӗ хӑйӑр нӑтӑртатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кирле тупӑкӗ хыҫҫӑн утакан ҫынсем те курӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗскер? — каллӗ-маллӗ утакан Тихӑн сасартӑк чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй утакан ҫул мӗнлерех иккенне пӗлме те ытлашши йывӑр мар.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Павӑл ҫырма хӗрринчи ансӑр сукмак тӑрӑх утакан ҫамрӑк арӑма ӑшшӑн пӑхса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Курӑнсан та кӗрмек Ҫӗнӗрен, тепӗр хут ӗмӗтне ӗмӗртет: Сӳниччен ҫунасса, ҫутипе ҫурасса Хуп-хура каҫпала карнакан йӑлхаха; Аташса каясран ҫул-йӗре кӑтартса Кӑкӑру ҫийӗпе утакан халӑхна.

Куҫарса пулӑш

Тайӑнне ҫухатман Ҫӑлтӑр // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8116.html

Пурнӑҫ ҫулӗпе 60 ҫул утакан Александра Ивановнапа Алексей Федоровича тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем чаплӑ лару-тӑрура саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе 63 ҫул юнашар утакан Ершовсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Утакан, чупакан пулсанах вӑл амӑшӗпе пӗрле ӗҫе ҫӳренӗ.

Как только она научилась ходить и бегать, она сразу же начала вместе с матерью ходить на работу.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Ҫӑра тӗтре, майӗпен сарӑлса-сарӑлса пырса, аякра пушӑ сӗтӗрсе утакан Сухви кӗлеткине хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тата… ӑҫта, хӑш халӑхӑн пур-ши вирьялсем пек илемлӗн алӑ сулласа утакан?

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрпе юнашар утакан арҫын ача пынӑ ҫӗртех ҫӑмӑллӑн сиксе такам пахчинчен усӑннӑ ҫӗмӗрт сапакине татса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Амӑшӗ тӑрӑшнипе утакан, чупакан та пулать арҫын ача.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Хирӗҫ килекенсем, Анатолий Ҫеменович тӗлне ҫитсен, чарӑнса тӑрсах ун ҫинелле пӑхаҫҫӗ, куҫҫулӗ юхтарса утакан ватӑ ҫынна шеллесе, пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ йытӑ ҫурине хӗрхенсе, хӑйсем тӗллӗн шӑппӑн калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Укаҫ хыҫҫӑн утакан Тимуш чарӑнчӗ те, алсишне хывса, ҫара аллине кирпӗч стена ҫине хучӗ, пуҫне чиксе тӑчӗ — ӑшчик тӑвӑнчӗ, куҫ шывланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Тӗпсӗр карланкӑллӑ ҫын эп ларакан сак вӗҫне те ан сӗртӗнтер, эп утакан сукмак хӗррине те ан пустӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑрт ҫамкинче, эпир утакан урамалла анакан хӑрах касра, тӗрлесе эрешлесе пӗтернӗ пысӑк мар пӳрт ларать; вашмӑк тӑрӑллӑ хӑй, акӑш-макӑш хӳхӗм арча пек курӑнать; пурӑнма мар, ҫапла таҫтан аякран ҫын куҫне илӗртме лартса хунӑ тесе те калӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫул-йӗр правилине ҫуран утакан хӑй пӑхӑнманни те час-часах пулкалать.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

…Хӑй пӗлекен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа вӑрманти улах сукмакпа васкамасӑр утакан Таранов кӗрен те сӗтеклӗ ҫырлаллӑ палан тӗмӗ тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Чим-ха, пӗр чипер япалах ӑсталама пулать-ҫке — тема тенине таҫта шыраса ҫӳремелле мар!»

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Самана таппинчен маларах утакан» курав Раҫҫей Патшалӑх Думинче уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех