Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхларах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ те, эпӗ те государь-императӑрӑн шанчӑклӑ ҫыннисем, — терӗ вӑл хӑйне урӑхларах тытма шухӑшласа.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малаллине вара ку юмӑҫӗ ытисенчен кӑшт урӑхларах турӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урӑхларах пупле.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах халӗ самани пирӗншӗн урӑхларах.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинерпе Киремет карти патӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл хӑйӗнче вӑй пур пек туя пуҫларӗ, аслашшӗн сӑмахне урӑхларах ӑнланупа аса илме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Теориллӗ пӗлӳ пӗрре, кулленхи ӗҫре урӑхларах.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

«Кушак питне ҫусан, хӑна килет», теҫҫӗ ваттисем Эпӗ хам ватӑлма пит васкаманскер, кӑшт урӑхларах каласшӑн: «Кушак кашта ҫине ларсан, ҫемьере хирӗҫӳ пулать», тесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Мана вара урӑхларах инкек кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ашшӗпе амӑшӗ, кӑтра, кӗрнеклӗ Кӗркурипе лутра, тӑпӑл-тӑпӑл Лисук, колхоз ӗҫне сиктермесӗр ҫӳресе, вӗсене, киле пӑхма ватӑсем е урӑхларах «няня» пулман пирки, час-часах хӑйсен тӗллӗнех пӑрахса хӑваркаланӑ (ку саланчӑк ялта кил-ҫурт шучӗ йывӑр хӗрарӑмӑн алли-ури пӳрнисен шутӗнчен те иртейменрен-ши, ача-пӑча сачӗ пирки никам та, нихӑҫан та ҫӑвар уҫман).

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ячӗ ҫеҫ ку экзаменӑн урӑхларах

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пире урӑхларах кӗлӗсем калама, сана ӗненмен чӑрсӑр ӑс-пуҫлӑ, ҫӗр ҫинче Эс пулӑшмасӑрах ҫӑтмах тӑвас тӗллевлӗ этемсен «турӑшӗсене» пуҫҫапма вӗрентсе ӳстерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ури темле кӑмӑртан е кӑк-тункатаран ҫакланнине пула ҫӗр ҫине палтӑрах чӑлханса-чикеленсе ӳксен, урӑхларах персе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чашш! — уҫҫӑнах такам «мӑн чашӑкран яка чул ҫине щыв чашлаттарчӗ» каллех, анчах ку урӑхларах сасӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑййисем те урӑхларах кунта.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Урӑхларах ҫав, урӑхларах.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Тӑхта, Корнеев, — Ивана ҫавӑнтах чарса лартрӗ цех начальникӗ, — хӑв йӑнӑшна ӑнланасшӑн та мар иккен эсӗ, эпӗ вара сана урӑхларах ҫын тесе.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сасси ытти чухнехинчен темӗнле урӑхларах илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ӑна-кӑна ӑнланатӑп-ха эпӗ, анчах та нумайӑшӗ тав туса хӑварас вырӑнне йӗрсе е тата та урӑхларах, вӑрҫса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урӑхларах та пулма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урӑхларах каласан эппин, пӗр пуҫ чухлӗ кӗскерех пулас килмест-и санӑн?

Ну да, то-есть сделаться короче на одну голову.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех