Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урокӗнче (тĕпĕ: урок) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Географи урокӗнче учительница манӑн ята ҫине-ҫинех асӑннӑ иккен, эпӗ илтмен; вара — Тятюк пӗр икӗ хутчен аякран тӗртсен, ҫатӑр чӗпӗтсен — тин тӑна кӗтӗм.

Тате пришлось несколько раз ткнуть меня в бок и щипнуть за локоть, прежде чем я услышала, что меня вызывает учительница географии:

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Географи урокӗнче ҫав кӑвакалах ҫӗр ҫинче ӑҫта-ӑҫта пурӑннине вӗренеттӗмӗр: карттӑ тӑрӑх вӑл ӑҫта пуррине те ӑҫта ҫуккине кӑтартаттӑмӑр.

На уроке географии та же утка изучалась как житель земного шара: нужно было на карте показать, где она живет и где ее нет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лукина Алиса Александровна шкул ачисене ӑсталӑх урокӗнче ташӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене ташлама хӑнӑхтарчӗ.

Лукина Алиса Александровна на мастер-классе познакомила школьников с секретами танцев, научила их танцевать.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Тӑван литература урокӗнче вара эпир ӑса вӗрентекен, тимлӗ пулма асӑрхаттаракан калавсемпе паллашатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Труд урокӗнче тӗслӗ пластилинпа тӗрлӗ япала, кӳлепе ӑсталама вӗрентетчӗ.

На уроках труда учила мастерить из пластилина разные вещи и фигуры.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кун кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, акӑ вӑл 1951 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Купӑрля шкулне кайнӑ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗн Юлия Михайловӑн урокӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех