Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урокӗнче (тĕпĕ: урок) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, тӑваттӑмӗш класра чух, литература урокӗнче Ваҫукӑн Пушкин сӑввине пӑхмасӑр каламалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗркун ун урокӗнче, теплерен-ҫке, тетрадь уҫса пӑхрӑм та, ҫавӑншӑн мана хытах асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чӑваш чӗлхи урокӗнче Альбина Ивановнӑна эпӗ выляса ларни килӗшмерӗ пулмалла — ман енне хаяррӑн пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл педагогика институчӗ пӗтернӗ, анчах шкулта ӗҫлеме пултарайман: урокӗнче ачасем парта тӑрӑх чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗрре географи урокӗнче учительница вӗренекен ачасенчен: «Пирӗн ҫырма ӑҫталла юхса каять тата вал ӑҫта пӗтет?» — тесе ыйтрӗ.

На одном уроке географии учительница спросила своих учеников: «Куда течет наш ручей и где его конец?»

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Математикӑпа вӗрентекен Комаров ачасене алгебра урокӗнче ваксене хушассипе кӑларасси ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарчӗ, тӗслӗхсем илсе шутласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Яланхиллех, кашни эрне пуҫламӑшӗнче кадетсемпе ирттерекен линейкӑра пулнӑ вӑл, «Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу» урокӗнче «Тӗнчере Раҫҫей» темӑна ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе пӗрле уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Кирек мӗнле пулсан та, вӗренекенӗн ответне, ачасем ахӑлтатса кулнине, шавланине, пӑшӑлтатса калаҫнине, тарӑхса шӳтленине «ревизор» шӑпах унӑн урокӗнче илтрӗ.

Что ни говори, а ответ ученика, смех, шум, перешептывание, злые шутки — все это происходило на его уроке.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗрре ҫапла «закон божий» урокӗнче Иванов, пуп мӗн вӗрентнине итлемесӗр, Кольцов сӑввисене вуласа ларать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсене мӑшӑрӗ Дмитрий Геннадьевич е ӗҫ урокӗнче арҫын ачасем шӑтарса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Малтан вӑл виҫҫӗмӗш класс ачисене вӗрентрӗ, тепӗр урокӗнче — пире.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир хамӑр шкулта Скретчпа «Программирование Scratch» кружок занятийӗсенче тата информатика урокӗнче «Алгоритмы и исполнители» темӑна вӗреннӗ чухне усӑ куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Кунта шкул ачисене физкультура урокӗнче ӳкерсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Пуҫламӑш класра историлле пулӑмсене «Окружающий мир» урокӗнче, аслӑрах классенче «Основы религии и светской этики» уроксенче пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Вара, ӗлӗк вырӑс патшалӑхӗ тутар-монголсен пусмӑрӗнче 237 ҫул пулнӑ пек (кун ҫинчен вӑл ӗнер кӑна истори урокӗнче илтнӗччӗ) пире те нимӗҫсен пусмӑрӗнче ӗмӗр-ӗмӗр асапланма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иртнӗ урокра мана «природоведени» урокӗнче учитель «тӑваттӑ та минус» лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Турӑ законӗ урокӗнче ачасенчен учитель мӗн вӗренме хушни ҫинчен ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Закон божий урокӗнче Сармантей чӑххи ҫинчен вӗренетӗр иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑваш чӗлхи урокӗнче Константин Иванович Зайцев пире, ачасене, сочинени вырӑнне кам патне те пулин ҫыру ҫырма панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

— Сывлӑх сунатӑп сире, господин капитан? — терӗм ӑна эпӗ, хамӑр реальнӑй училищӗра ҫарӗҫ урокӗнче калама вӗрентнине астуса.

— Здравия желаю, господин капитан! — ответил я так, как учили нас в реальном на уроках военной гимнастики.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех