Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урипеле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлсулттан кинемей ватӑ урипеле кӑшӑртин-кӑшӑртин пускаласа картишне тухрӗ те аллинчи курӑк тымарӗсене ниҫта ҫакма аптӑраса унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла сӑмах пӗтерчӗ, Патша аллине чуп турӗ, Урипеле шӑлт! турӗ, Унтан парне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Людмила тенкел ҫинче сывӑ урипеле ҫӗре тӑрӑс-тӑрӑс тапса ларатчӗ, ҫапӑҫакансем хӑй патнеллех йӑваланса ҫитсен, вӑл вӗсене туйипе тӗке-тӗке яратчӗ, хӑранипе: «Чарӑнар!» — тесе кӑшкӑрса илетчӗ.

Людмила, сидя на лавочке, топала о землю здоровой ногой, а когда бойцы подкатывались к ней, отталкивала их костылём, боязливо вскрикивая: — Перестаньте!

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Бурмистров алӑк ҫинелле кӑн пӑхрӗ, ун патне пычӗ, урипеле тапса ячӗ — алӑк йывӑррӑн уҫӑлса кайрӗ.

Бурмистров посмотрел на дверь, подошёл к ней, ударил ногой — дверь тяжело отворилась.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Раҫҫей хӑрах урипеле масар ҫинче тӑрать…

— Россия одной ногой в могиле…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, татах ише-ише, аллипе чӗнсенчен тытать, анчах тевӗшсем пӳрне хушшинчен шӑвӑнса тухаҫҫӗ; тата тепре ҫулса тытрӗ те вӑл — ӑнсӑртран урипеле ҫӗре шӑйӑрттарса илчӗ.

Григорий заплывал, хватал, но поводья выскальзывали из пальцев; как-то схватил — и внезапно черкнул ногами землю.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья чӑлхине ӳкерчӗ, тухса ывтӑннӑ чӑлха йӗппи чанк туса ҫӗре ҫапӑнчӗ; ку сасса илтсе, кӑмака ҫинчен кушак ҫури сиксе анчӗ, пуҫне чалӑштарса, кукӑртнӑ урипеле ҫӑмхана пырса ҫапрӗ те ӑна арча патнелле кустарса кайрӗ.

Наталья выронила чулок, тренькнула выскочившая спица; на звук прыгнул с печи котенок, избочив голову, согнутой лапкой толкнул клубок и покатил его к сундуку.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья урипеле кӗнчелеҫҫи урапине вӑшлаттарса ҫавӑрать.

Дарья гоняла ногой жужжащее колесо прялки.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пасара, лӑпӑ ӑшне хупса, тӑрантарса самӑртнӑ тӑватӑ мӑшӑр кӑвакал илсе кайрӗ, вӗсене сутрӗ те, лавккана кӗрсе, арӑмне валли чечеклӗ ҫитсӑ илсе тухрӗ; киле кайнӑ тапраннӑччӗ ҫеҫ вӑл (урипеле урапа тукунне тӗренлесе тевӗрш хытарса тӑратчӗ), — ҫав самантра ун патне пӗр ют ҫын пырса тӑчӗ.

В кошелке отвез на базар четыре пары кормленых уток, продал; в лавке купил жене ситцу в цветочных загогулинах и совсем собрался уезжать (упираясь в обод ногой, затягивал супонь), — в этот момент подошел к нему человек, чужой, не станичный.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья лаша чӗлпӗрне тытрӗ, Григорий, куҫне хӗссе, урипеле йӗнерӗн шӑлланӑ йӑранине хыпашласа тупрӗ.

Наталья держала поводья, Григорий, жмурясь, ловил ногой зазубренное стремя.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична тӑрантас йӑрани ҫине урипеле пусрӗ те кӗҫех ӳпӗнтерсе ямарӗ, Пантелей Прокофьевичӗ ларкӑч ҫинчен ҫамрӑк автан пек сиксе анчӗ: урине ыраттарчӗ вӑл, ҫапах та, ыратнине ҫынна систермесӗрех, маттур йӗкӗтле, пӳрт патнелле утрӗ.

Ильинична, наступив на подножку, едва не опрокинула тарантаса, а Пантелей Прокофьевич прыгнул с сиденья молодым петухом; хотя и осушил ноги, но виду не подал и молодецки зачикилял к куреню.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапса пӑрахӑп эпӗ ӑна, йытӑ амине… — вӑл, сулахай урипеле уксахласа, пӗр вырӑнта тапӑртатса илчӗ.

Запорю сучку!.. — Он затопотал ногами, припадая на левую, хромую.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тусанпа хуралнӑ урипеле урлуҫҫирен тапса ларнӑ та, косилка ҫунаттисем купалантаракан валемсене ҫӗре ывӑтса пырать.

Григорий, упираясь черной от пыли ногой в перекладину, смахивал с косилки наметанные крыльями валы.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, шуралса кайса, кӑкӑрӗнчи сӗлӗхӗсене турта-турта кӑларчӗ те, ҫӗре ывӑтса, урипеле лапчӑтма тытӑнчӗ.

Степан, бледнея, рвал с груди пиявок, давил их ногою.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл урипеле лаша пек тӑрслаттарса тапрӗ, куҫӗпе Григорин тӗреклӗ ҫурӑмӗ ҫине тирӗнчӗ.

Он по-лошадиному стукнул ногой, уперся взглядом в мускулистую спину Григория.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, ӑна тата тепре парса илес тесе, урипеле хӑмсарчӗ.

Он сучил ногами, намереваясь еще раз ударить.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич ӑна, урипеле тапса, лавкка ҫумнелле вӑркӑнтарчӗ те, Аксинйӑна куҫӗнчен шӑтарас пек пӑхса, кӑшкӑрса ячӗ:

Пантелей Прокофьевич шваркнул его об лавку и, глядя Аксинье в брови, крикнул:

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗрре туртса кӑлартӑмӑр — сакӑр пулӑ, тепре туртрӑмӑр та… — вӑл кӑштах чарӑнса тӑрать, чикарккине ӗмсе илет, унтан нимӗн сӑмах шарламасӑр, урипеле михӗ ҫине кӑтартать.

— Раз забрели — восемь штук, а другой раз… — Он делает передышку, закуривает и молча показывает ногой на мешок.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, йӗнер пӗкечинчен аллипе тытса, урипеле йӗнер йӑрани ҫине пусрӗ те ашшӗпе сӑмахлама пуҫларӗ:

Поймав ногой стремя, держась за луку, Петро говорил отцу:

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаша шыв ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ, ҫӑварӗнчен юхакан шыва чӑмлакаларӗ, унтан, Дон леш еннелле пӑхса, малти урипеле шыва кукалесе илчӗ.

Конь оторвал от воды губы, со скрипом пожевал стекавшую воду и, глядя на ту сторону Дона, ударил по воде передней ногой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех