Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамӗсене (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ ҫапла майпа 2021 ҫулта Исетерккӗ ялӗнчи Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнин тата Алексеевсен урамӗсене сыпӑнтаракан урам ҫулне вак чул сарса хытарма тата Отарккӑри Лесная урамра вӑй-хала ҫирӗплетмелли тренажерсем вырнаҫтарма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Таҫтан вӗҫтерсе килнӗ шап-шур мамӑк пек юрпа витӗннӗ ял урамӗсене вӑратса, унта та кунта автансем авӑтма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ грузовик ҫинче ларакан колхозниксем Мускав урамӗсене пӑхкаласа пыраҫҫӗ: унта та кунта хӗҫпӑшаллӑ салтаксем стройпа утса иртеҫҫӗ, танксем, шӑналӑк пек пысӑк ҫивиттипе витнӗ пысӑк грузовиксем, пӳрт пысӑкӑш хӑмпӑсем шӑвӑнаҫҫӗ урамсемпе, тӳпене те ҫав хӑмпӑсемех каркаласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак план ҫинче Мускав шывне, Яуза шывне, канала, Кремле, хула урамӗсене тупӑр.

Найдите на этом плане Москва-реку, реку Яузу, канал, Кремль, улицы города.

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӗпер Ҫырма тата Сенгерей урамӗсене ҫыхӑнтарать.

Мост соединяет улицы Приовражная и Сенгерей.

Ильгиз Пахалов шкул ачисене ҫӳреме кӗпер туса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35807.html

Ҫулсеренех кунта ял урамӗсене хытӑ чул сарса тикӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Пит аван ӗнтӗ ку: вӑл виҫӗ ҫул курман тӑван хула урамӗсене курса пыма пултарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Электросамокатсем каллех Шупашкар урамӗсене тухса ларнӑ.

Электросамокаты снова появились на Чебоксарских улицах.

Электросамокатпа пынӑ арҫын аварие лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34882.html

Кӑҫал 39 млн тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ: ҫул-йӗрсене пӑхса тӑнипе пӗрлех Ямпулатри Гагарин, Тӑвайри Чапаев урамӗсене, ялсенчи 3,3 км тӑршшӗ грунт ҫулӗсене юсама, Тӗмерти Николаев урамӗнчи автоҫула юсассине вӗҫлеме пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Уй-хире, ял урамӗсене, кил картишӗсене юр хӳсе тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑшман Мускав ҫине «иккӗмӗш генеральнӑй наступлени» пуҫларӗ, нимӗҫ генералӗсем: «Мускав урамӗсене бинокльпе пӑхса куратпӑр», — тесе каппаяҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хулапа посад урамӗсене купи-купипе выртакан вилесенчен тасатман-ха, халь унта каллех ҫынсене вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӗнче унӑн хӗвеллӗ урамӗсене курнӑ, ҫыннисене палланӑ.

В памяти он видел залитые солнцем улицы и узнавал людей.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паянхи кун ҫӗрлехи вӑхӑтра Сухайкасси ялӗн урамӗсене пӗтӗмпе 300 ытла светильник ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Пирӗн районта автоҫулсене йӗркелӗхре тытса тӑрассипе «Транспортник» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тата Макаров индивидуаллӑ предприниматель ӗҫлеҫҫӗ, ял урамӗсене тасаттарма вырӑнти администрацисем ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе тата фермерсемпе килӗшӳ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсене вӑхӑтра тасатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Чӗркуҫҫи таран юр ашса пыракан Аппак асар-писер ҫанталӑка, унпа пӗрле Мускав урамӗсене, кунта пурӑнакан мӗн пур ҫынна чӗререн ылханать.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку ҫурт ахрат хушӑксемпе сад пахчисен хушшинчи ту хысакӗсенче, ҫыран хӗрринче, сапаланса ларнӑ дачӑсен урамӗсене пуҫлать.

Дом начинал собой ряд береговых дач, разбросанных по уступам скал среди пропастей и садов.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ганэль, унра хутӑш юн юхать пулин те, хӑйӗн ҫӗр-шывӗн ывӑлӗ; ҫак ҫӗр-шывӑн чӑпар халӑхӗ тепӗр чухне хула урамӗсене сунарҫӑн ӗнентерӳллӗ сӑнарӗсене кӑтартать.

Ганэль, хотя в нем текла смешанная кровь, был сыном своей страны, где пестрое население иногда показывает городским улицам красноречивую фигуру охотника.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Юлашки ҫулсенче ял урамӗсене йывӑр машина-трактор ҫӑрса ҫӳреме пӑрахнӑранпа вӗсем чылай тикӗсленчӗҫ-симӗсленчӗҫ.

С тех пор как в последние годы перестали ездить по улицам деревни тяжелые машины и трактора, они хорошо разравнялись и позеленели.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Кӗнеке тӑрӑх ял урамӗсене официаллӑ ятсем пани паллӑ.

По книге известны и официальные названия деревенских улиц.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех