Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкине (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюра упӑшкине, тутара, ывӑлне Америка майлӑ Вильсон ят панӑшӑн ялти активистсем элекӗпе тытса хупнӑ, кайран персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз пуҫӗ салтак арӑмне упӑшкине Суслонгера хӑварни ҫинчен вӑрттӑн каласа панӑ самант ӗнтӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаппа-ҫарамас юличчен хывӑнчӗ, тен, упӑшкине вӑрҫа ӑсатнӑранпа пирвайхи хут пулӗ, сулахай кӑкӑрне ӑнсӑртран тытса пӑхрӗ — вӑл йывӑрланнӑ пек, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кунне Ваҫиле упӑшкине ҫырӑвӗнче: «Ванюш, пире кунта налуксемпе, заемсемпе наградӑлаҫҫӗ», — тесе хушса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ҫынна, упӑшкине саккунсӑр тытса илнӗскере чунтан курайманнине ниепле те пусараймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малтанхи хыҫҫӑн вӑл упӑшкине фронта ҫине-ҫине тата икӗ ҫыру ҫырса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшкине кураймарӗ вӑл ун чухне, кутамккапа пӗрле мӗнпур ҫимене вӑрласа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малалла калаҫрӗ, упӑшкине хӑй ӑна мӗнле юратни, ачасемпе пӗрле вӗсем уншӑн епле тунсӑхлани, мӗнле ӑна кӗтни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрттӑн Наталие, лейтенант арӑмне, упӑшкине кӗтсе илнӗскере, ӑмсанатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Яланах упӑшкине пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуратма вӑхӑт ҫитиччен самай-ха, — терӗ Альтун, упӑшкине пӳлсе.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн хӑйӗн упӑшкине те илсе каясса шанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кайран упӑшкине Хвечука ӑсатнӑ чух такмакла-такмакла йӗнине те илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле урамах тухса чупасшӑнччӗ, анчах вӑтанчӗ, упӑшкине хапха умӗнче кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ав вӑл колхозра мӗн чухлӗ — акса та, пуҫтарса та ӗлкерме ҫук, — юман милке шӑрши ҫапнӑ хулӗсенчен ыталарӗ вӑл упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшкине кӗтсе ватӑлса кайман-ши?

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Пурин те пулӑшма тӗрлӗ сӑлтав пур: пӗрин упӑшкине, теприсен пиччӗшне, ашшӗне, тӑванӗсене мобилизациленӗ, теприсем хӑйсен кӑмӑлӗпе сӳрӗк мар ҫынсем, — тет Наталия Ивановна.

— Мотивация помогать у всех разная: у кого-то мобилизовали мужа, брата, отца, у кого-то родственников, кто-то по своей природе неравнодушный человек, — говорит Наталия Ивановна.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Вӑл арӑмӗ вакун патӗнче пулнине малтанах пӗлсе тӑратчӗ, мӗншӗн тесен унӑн йӗрки ҫавӑн пек пулнӑ — упӑшкине ӑсатмалла, кӗтсе илмелле, сӑрланӑ тутисене трубка пек туса тӑсса пымалла — чуп тунӑ чух тути ҫинчи сӑрӗ сӑтӑрӑнса ан пӗттӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса тӑрса гардеробри ҫӗн утияла илчӗ те упӑшкине витрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех