Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкине (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ ӑна пулӑшу пама мар, уншӑн чи хаклӑ ҫынна — упӑшкине чун тӳсейми хур кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ ачана малти пӳрте кӗртсе вырттар та, таврӑн, — терӗ вӑл упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Унтрине, Санькка аппа упӑшкине, питех астумастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кантуртан тухсан, Раман анатри склад еннелле ҫул тытрӗ, арӑмне аякранах асӑрхарӗ: фуфайкӑпа беретка тӑхӑннӑ Анюта, упӑшкине курса, эстакада пусми тӑрӑх чупса анчӗ те Рамана мӑйран пырса ҫакӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Атя хӑвӑртрах! — васкатрӗ упӑшкине Тамара.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анюта упӑшкине ҫавӑрма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗлтрентӑрри арӑмӗ хӑйӗн пӑрахса килнӗ упӑшкине тупать пулать вара.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирӗке тухсан тӑлӑх арӑмӑн упӑшкине пытарнӑ вырӑна ҫитсе курма, унта йывӑҫ хӗрес лартма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Доярка ҫав кун иртен пуҫласа каҫчен фермӑра пулса упӑшкине ӑсатаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ку мар, ку мар»… — упӑшкине тупайманнипе вӑл йӑлтах аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кил хуҫи упӑшкине вӑрҫӑран кӗтсе илме хатӗрленӗ кӗленчине кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Туйра вӑл упӑшкине пурнӑҫ вӗҫленичченех юратма тупа тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем упӑшкине, ашшӗне вӗлернӗ, тин ҫеҫ ҫуралнӑ пепкене — Лиляна тӑлӑха хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуть те мӗн тусан та упӑшкине шыраса тупмалла.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюра упӑшкине, тутара, ывӑлне Америка майлӑ Вильсон ят панӑшӑн ялти активистсем элекӗпе тытса хупнӑ, кайран персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз пуҫӗ салтак арӑмне упӑшкине Суслонгера хӑварни ҫинчен вӑрттӑн каласа панӑ самант ӗнтӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаппа-ҫарамас юличчен хывӑнчӗ, тен, упӑшкине вӑрҫа ӑсатнӑранпа пирвайхи хут пулӗ, сулахай кӑкӑрне ӑнсӑртран тытса пӑхрӗ — вӑл йывӑрланнӑ пек, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кунне Ваҫиле упӑшкине ҫырӑвӗнче: «Ванюш, пире кунта налуксемпе, заемсемпе наградӑлаҫҫӗ», — тесе хушса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех