Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлсе тӑратӑн: упӑшкасем тӗлӗшӗнчен эпӗ ҫылӑха кӗмен, 15. эпӗ ҫак ҫӗрте тыткӑнра пурӑннӑ чухне хам ята та, атте ятне те чысран кӑларман; эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, йӑхне тӑсаканни ывӑл та ҫук унӑн, хӑйпе пӗртӑван пиччӗш-шӑллӗ те ҫук, пӗртӑванӗн ывӑлӗ те ҫук, аттепе пӗртӑванӗн ывӑл пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна качча кайма хама хам упранӑ пулӑттӑм; ӗнтӗ манӑн ҫичӗ упӑшка вилсе выртрӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Езекияна тата Иерусалимра пурӑнакансене Ассири патшийӗн Сеннахиримӑн аллинчен тата ыттисен аллинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсене Вӑл пур ҫӗрте те упранӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида пур ҫӗрте те Турӑ упранӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара [Самуил] каланӑ: ҫакна ятарласа хӑварттарнӑ, хӑвӑн умна хур та ҫи — эпӗ халӑх пухнӑ вӑхӑтран пуҫласа ҫак таранчченех ӑна сан валли упранӑ, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑнтан Гедеон ефод тунӑ, ӑна вӑл хӑй хулинче, Офрӑра, упранӑ, Израиль халӑхӗ ӗнтӗ ҫавӑнта пуҫҫапма ҫӳре пуҫланӑ, Гедеонпа унӑн пӗтӗм килӗшӗн вӑл серепе пулнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ӑна тупнӑччӗ хӑрушӑ пушхирте, салху та тискер ҫеҫенхирте, хӳтӗлерӗ ӑна, сыхласа усрарӗ, Хӑйӗн куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрарӗ; 11. ӑмӑрт епле йӑвине хӳтӗлет, чӗпписем ҫийӗн епле вӗҫсе ҫӳрет, ҫунаттине сарса, чӗпписене епле куҫарать вӑл урӑх ҫӗре, 12. ҫавӑн пек ӑна Ҫӳлхуҫа пӗччен ертсе ҫӳрерӗ, Унпа пӗрле ют турӑ пулман.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.