Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унччен сăмах пирĕн базăра пур.
унччен (тĕпĕ: унччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен маларах вӗсен пурнӑҫӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ: Шупашкарти пасарта Алиса улма-ҫырла сутакан пӗр этемпе паллашать те унпа пӗрле кӑнтӑралла вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен килех тӑрсан та асӑрхаман.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ик ял халӑхӗ ӑна унччен те юратсах кайман, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсен чунӗсем пушшех те сивӗнчӗҫ унран.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен яланах йӑрккатчӗ, арӑмӗпе ачисене каялла таврӑнтарас ӗмӗтпе хыпӑнса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен те пулмасть, ун тракторӗ силос башни хыҫӗнчен е пӗр-пӗр витерен сиккелесе те тухать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр сехете яхӑн ҫеҫ лартӑм эпӗ вӗсемпе пӗрле, ҫав кӗске самантрах Елюк куҫҫуль тухиччен сивӗ сӑмахсем илтме ӗлкӗрчӗ пулсан, унччен мӗн чухлӗ илтнӗ-ши вӑл ун пек сӑмахсене, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Палӑртмалла: ҫак каччӑ 56-ри арҫын тӗлӗшпе унччен те преступлени тунӑ.

Примечательно, что этот парень и раньше совершал преступление по отношению к 56-летнему мужчине.

Мӑрсак ялӗнче ҫынна вӗлернӗ: 23-ри ҫамрӑка тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35139.html

Ҫамрӑк продюсерсем Чӑваш Енре унччен маларах та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

Эпир унччен те ҫулталӑкне икӗ хутчен 1-мӗш июньте тата тӗрӗ кунӗнче ҫуралнисене пӗчӗк парнесене тиӗҫтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Унччен маларах чи лайӑх вӗрентекен конкурсра хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

«Унччен маларах шкул умӗнхи пӗлӳ илекенсем ҫеҫ ташланӑ пулсан. Кӑҫалтан ӑна уҫӑ сывлӑшра пысӑк йышпа ирттерме пуҫлама тӗллев лартрӑмӑр», – тет Шупашкар хулин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Унччен вара Донбасс ачисем Чӑваш Енре хатӗрленме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх хатӗрленӳ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=WZXTszjIfb8

Унччен татса паман ыйтусене пула халӗ хӑвӑрт йышӑну тума тивӗ.

Ранее нерешённые проблемы и невыполненные обязательства будут требовать от вас срочных решений.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унччен вара васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен хӑйсен тем те шутласа кӑларма пултаракан ӑслӑ пуҫӗсене шанса ӗҫлеме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Унччен Мӗтрие «хӗвелӗмҫӗм» тесе е ытти ҫепӗҫ сӑмахпа чӗнетчӗ пулсан, халь вара ытларах чухне «ухмах», «тӑмсай» е тата та усалрах сӑмахпа «пичет ҫапать».

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Астӑвасса-ха унччен ку уншӑн чи пысӑк чӑрмавччӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Агрофирмӑра унччен ют ҫӗршывран турттарнӑ сортсене («ривьера», «ред скарлетт») вырӑнтах туса илет.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Уншӑн хӑть ҫӗнӗ термина ӑша хыв, хӑть унччен куллен усӑ курма хӑнӑхнӑскере.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Тавара е пӗр-пӗр пулӑшӑва еплерех халӑх патне ҫитермеллине тӗпчекен специалистсем унччен те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех