Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарӗ (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Приказне улӑштарӗ, тен…

Может, он и отменит приказ.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫурҫӗр иртсен ик сехетре Стеклова вӑрат, вӑл сирӗн отряда улӑштарӗ.

В два часа ночи разбуди Стеклова, он сменит ваш отряд.

4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Анчах мӗнех пит улӑштарӗ ку?

А что это изменит?

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Вӑл пӗр сехет хушши курӑнмасан, кам та пулин сире пырса улӑштарӗ.

— Если он не появится в течение часа, кто-нибудь сменит вас.

ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Каярах пурнӑҫ улӑштарӗ вӗсене, хӑйсенчен чӑпар тетте туса хурӗ.

Со временем жизнь сама их уму-разуму научит, и они, в свою очередь, будут в ее руках игрушками цветными, размалеван-ными.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Апла пулсан ҫывӑх вӑхӑтрах район центрӗ хӑйӗн сӑн-сӑпатне палӑрмаллах ҫӗнетсе улӑштарӗ.

Значит, в ближайшее время районный центр заметно обновит свой облик.

«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17

Пире, ватӑлнӑ ҫынсене, кам улӑштарӗ?

Кто нас, стариков, заменит?

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн пек ватӑсене кам улӑштарӗ?

А кто пожилым да старым на замену встанет?

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кайран «заведенире» ку ӗҫе кумӗпе сӳтсе яврӗ те ҫапла шут турӗ: йӑмӑкӗпе Обломова капла пӑрахма юрамасть, Штольц патне ҫитме пултарӗ, лешӗ персе ҫитӗ те тӗрӗслӗ, вара, кам пӗлес, мӗн те пулин улӑштарӗ, парӑма шыраса илме те ӗлкӗреймӗн, ахальтен мар ӗҫӗ «саккунлӑ»: нимӗҫе ӑна улталаймӑн.

Но потом, обдумав дело с кумом в заведении, решил, что так покидать сестру и Обломова нельзя, что, пожалуй, дойдет дело до Штольца, тот нагрянет, разберет и, чего доброго, как-нибудь переделает, не успеешь и взыскать долг, даром что «законное дело»: немец, следовательно, продувной!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӗлен ҫулӗн вӗҫӗнче хӑш-пӗр Рак пурӑнмалли вырӑна улӑштарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Вӑл заводӑн хальхи вӑхӑтри хӑватсӑр котельнӑйне улӑштарӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

13. Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть; 14. Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ.

13. И представили ложных свидетелей, которые говорили: этот человек не перестает говорить хульные слова на святое место сие и на закон. 14. Ибо мы слышали, как он говорил, что Иисус Назорей разрушит место сие и переменит обычаи, которые передал нам Моисей.

Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.

12. И сказал Иеремия всем князьям и всему народу: «Господь послал меня пророчествовать против дома сего и против города сего все те слова, которые вы слышали; 13. итак исправьте пути ваши и деяния ваши и послушайтесь гласа Господа Бога вашего, и Господь отменит бедствие, которое изрек на вас; 14. а что до меня, вот - я в ваших руках; делайте со мною, что в глазах ваших покажется хорошим и справедливым; 15. только твердо знайте, что если вы умертвите меня, то невинную кровь возложите на себя и на город сей и на жителей его; ибо истинно Господь послал меня к вам сказать все те слова в уши ваши».

Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ача сачӗсен строительствин 2015 ҫулта вӗҫленнӗ программине кӑҫалтан шкулсен строительствипе модернизацийӗн программи улӑштарӗ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Спорт гимнастики вара чун киленӗҫӗ кӑна пулӗ… Хальлӗхе шалти туйӑмӗ ҫапларах унӑн, тен, ҫулсем иртнӗҫемӗн гимнастка шухӑшлавне улӑштарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех