Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштармастӑп (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем тусан та хам шухӑша улӑштармастӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Инкек-синкек тухсан, айӑпне малтанах хӑй ҫинчен сиресшӗн пек: — Чунна турӑ ирӗкне пама тивсен, мана ан ӳпкеле. Ещӗке пӑрахут ҫине йӑтса ҫитерсен, аллӑ тенкипех тӳлӗп. Хам сӑмаха улӑштармастӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хамӑн сӑмаха улӑштармастӑп: пире ҫуллахи калав кирлӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ӳкӗтлеме ан тӑрӑшӑр, Анна Петровна, хамӑн шухӑша улӑштармастӑп.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ку хӗре эпӗ тӗнчери чи илемлӗ хӗрпе те улӑштармастӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилнӗ пулсан та эпӗ ӑна нихҫан та манмастӑп, вӑрҫӑра вилнӗ савнине сан пек йӗкехӳрепе улӑштармастӑп.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эп ӑна ют ҫӗрти мамӑк пек ҫӗрпе улӑштармастӑп.

Я ее ни на какую другую, будь она хоть как вата мягкая, не сменяю.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Федор, — терӗ Шебалов, ывӑннӑ пек пулса, — эсӗ хуть те пуҫна ҫурса кил, анчах эпӗ хам панӑ приказа улӑштармастӑп, — терӗ.

— Федор, — устало сказал Шебалов, — ты мне хоть разбейся, а приказа своего я не отменю.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эсир хӑратаятӑр, йӗрлеетӗр, анчах — эпӗ хама улӑштармастӑп.

Вы можете угрожать, преследовать, но я не изменю себе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Енчен те хистетӗрех тӗк — арчапа пӗрле мана та тинӗсе ывӑтӑр, анчах чӗрӗ чухне хамӑн сӑмахӑма улӑштармастӑп.

Если хотите, выбросьте меня вместе с сундуком, но, пока я жив, я своему слову не изменю.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Апла пулсан, эпӗ те улӑштармастӑп.

Значит, и я не изменю.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Анчах хамӑн лашана эпӗ сана пуҫӗпех парас теместӗп, эпӗ ӑна санӑн чи лайӑх лашупа та улӑштармастӑп.

— Но я вовсе не желаю отдать тебе моего коня, и не желаю обменять его на твоего самого лучшего коня.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах ҫав шухӑшсем ман пуҫа мораллӗ ӑнкарӑвӑн ҫӗнӗ вӑйӗпе пырса кӗрес вӑхӑт ҫитрӗ те, эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑта ахаль сая яни ҫинчен шухӑшласа илсен, хӑраса ӳкрӗм, вара ҫавӑн чухнех, ҫав самантранах пуҫласа, асӑннӑ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртессӗм килчӗ, эпӗ вӗсене нихҫан та улӑштармастӑп тесе ҫирӗппӗн шут тытрӑм.

Но пришло время, когда эти мысли с такой свежей силой морального открытия пришли мне в голову, что я испугался, подумав о том, сколько времени я потерял даром, и тотчас же, в ту же секунду захотел прилагать эти мысли к жизни, с твердым намерением никогда уже не изменять им.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Мӗскӗн, мӗскӗн Карл! — тетчӗ вӑл, — сана никам та юратмасть, апла пулин те эпӗ сана никампа та улӑштармастӑп.

«Бедный, бедный Карл! — сказала она, — никто тебя не любит, но я ни на кого тебя не променяю.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ хам мӗн хушнине улӑштармастӑп, — терӗ вӑл, — анчах ҫав укҫасене илме чӑнахах та чӑрмав пулсан, вара, ним тума та ҫук, Хабаровкӑранах кирлӗ чухлӗ укҫа илӗн.

— Я распоряжений своих не переменю, — сказал он, — но если в получении этих денег действительно будет задержка, то, нечего делать, возьмешь из хабаровских, сколько нужно будет.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах манӑн идальгона часах парӑмсемшӗн тӗрмене тытса хупрӗҫ, эпӗ вара кӗлмӗҫе тӑрса юлтӑм, ку ӗҫе ӗнтӗ эпӗ тӗнчере урӑх нимӗнле ӗҫпе те улӑштармастӑп.

Да только скоро забрали моего идальго за долги в тюрьму, я стал нищим и не променяю эту профессию ни на какую другую в мире.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Анчах мӗн тӑвас, тен, эпӗ сана пӑрахмастӑп, хамӑн чӗрене сӑнӑ пек ӗмӗрлӗх тирӗнсе ларнӑ хӗрачапа та улӑштармастӑп.

Что же, я не оставлю тебя, не променяю даже на девушку, которая вонзилась в мое сердце навеки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Эпӗ, чӑнах та, йӗрсе те илтӗм, халӗ те чӗре ыратать-ха манӑн, Ивга асаннене те хӗрхенетӗп эпӗ, анчах хамӑн сӑмаха улӑштармастӑп!

— Я, правда, плакал, и теперь у меня как-то сердце сжимается, и бабу Ивгу мне жалко, но только все равно своих слов не меняю.

37 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Эпӗ вӗсене пӗрне те хампа улӑштармастӑп.

Я любого из них на самого себя не сменяю.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Кӑҫал Таня пурнӑҫӗнче темӗн те пулса иртнӗ пирки, тусне вӑл час-часах манса кайрӗ, тахҫан хӑй ӑна никампа та улӑштармастӑп тесе сӑмах панӑччӗ те ҫав.

Как часто за этот год, столь богатый для Тани событиями, забывала она о друге, которого обещала когда-то ни на кого не менять!

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех