Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑхрӑм (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ чул ут ҫине улӑхрӑм, Ганс Пихгольц хыҫне кӗрсе лартӑм, мӑлатукпа виҫӗ хут ҫапса пуҫне ватрӑм та унтан мӗскӗн ҫак муклашкана, — ҫӳп-ҫап ешчӗкне…

Я взлез на каменного коня, сел верхом сзади Ганса Пихгольца и отбил ему голову тремя ударами молотка и бросил эту жалкую добычу в мусорный ящик.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Вара кубрике улӑхрӑм, боцман минтерӗ айӗнчен ҫӑра уҫҫи илтӗм, палуба ҫине хӑпарса грот-трюма уҫрӑм, уҫҫа малтанхи вырӑна хутӑм, люка ҫӗклесе тӗттӗм ҫӗре антӑм.

И вот я поднялся в кубрик, вытащил у боцмана из-под подушки ключи, влез на палубу, отпер грот-трюм, положил ключи на старое место, открыл люк и спустился в тьму.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Эпӗ каҫхинех хатӗрлесе хунӑ виҫӗ духи кӗленчине шыв тултартӑм, чӳречерен тухрӑм та акаци улӑхрӑм.

Я наполнил колодезной водой три пузырька, вылез в окно и взобрался по стволу акации на крышу, чтобы делать из цветов духи.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кимӗ борт ҫумне пырса чарӑнчӗ, эпӗ вара каллех карап ҫине улӑхрӑм.

Лодка причалила к борту, и я опять взобрался на корабль.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ ун ҫурӑмӗ ҫине хӑпартӑм, унтан аран-аран тапкаланкаласа, стена ҫине улӑхрӑм.

Я влез к нему на спину, он поднял меня, и я кое-как взгромоздился на стену.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ те ҫӳле, хам пӳлӗме, чупса улӑхрӑм та ҫӗлӗкпе хам пӑшалӑма илсе каллех тула тухрӑм.

А я побежал к себе, наверх, надел шапку и взял свое ружье.

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вара эпӗ сак ҫине улӑхрӑм та савӑннипе ташлама тытӑнтӑм.

Я с печи скочил на лавку и стал плясать от радости.

Пӗр ача хӑйне хулана илсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чжан-Баона Ноздрин юханшыв тӑрӑх тӑвалла кайрӗҫ, эпӗ канма вырнаҫнӑ ҫӗртен чулсем айӗпе юхса выртакан ҫӑлкуҫ тӑрӑх тӳрех сӑрталла улӑхрӑм.

Чжан Бао и Ноздрин отправились вверх по реке, а я прямо с бивака стал подниматься на сопку по маленькому ключику, заваленному колодником.

Кабаргапа росомаха // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 71–74 с.

Казаксем канмалли вырӑн хатӗрлеме пикенчӗҫ, ӑҫта та пулин тӗтӗм мӑкӑрланни курӑнмасть-ши тесе, эпӗ сӑрт ҫине улӑхрӑм.

Казаки принялись устраивать бивак, а я пошел на гору, чтобы посмотреть нет ли где дыма, указывающего на присутствие людей.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Вара эп, хам ӑҫтине тавҫӑрса илес тесе, ҫывӑхри сӑрт ҫине улӑхрӑм.

Тогда я поднялся на одну из ближайших сопок, чтобы ориентироваться.

Тайгари каҫ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 16–22 с.

Эпӗ йывӑҫ ҫине улӑхрӑм та вут ҫулӑмӗ куртӑм.

Я влез на дерево: вижу — огонь!

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Пӗр ирхине, шурӑмпуҫ килес умӗн, эпӗ пӗчӗкҫеҫ пушӑ кимӗ тупрӑм та шарлак урлӑ ишсе ҫырана тухрӑм — ҫыранӗ пирӗн утравран икҫӗр ярдра кӑна — унтан кипарис вӑрманӗ хушшипе юхакан пӗчӗк ҫырма тӑрӑх пӗр миля ытларах тӑвалла улӑхрӑм — кӑшт ҫырла пухма ҫук-ши кунта тетӗп.

Как-то утром, перед зарей, я нашел пустой челнок, перебрался через перекат на берег — он был от острова всего в двухстах ярдах — и поднялся вверх по речке среди кипарисового леса на милю или около того — посмотреть, не наберу ли я там ягод.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кимӗрен хамӑн япаласене илсе улӑхрӑм та чӑтлӑх вӑрманта пурӑнма хӑтлӑ вырӑн майларӑм.

Я выбрал свои пожитки из челнока и устроил себе уютное жилье в чаще леса.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ, ҫырана тухса, утравӑн тури вӗҫне улӑхрӑм, унта пӗрене ҫине вырнаҫса лартӑм.

Я вышел на берег, сел на бревно в верхней части острова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ сарай тӑррине улӑхрӑм, унтан чӳрече витӗр пӳлӗме кӗтӗм.

Я влез на крышу сарая, а оттуда — в окно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ҫӳле, хам пӳлӗме, ҫурта тӗпӗ ҫутса улӑхрӑм, ӑна сӗтел ҫине лартса, чӳрече умне вырнаҫрӑм; мӗн те пулин савӑнӑҫли ҫинчен шухӑшлама хӑтлантӑм, анчах пултараймарӑм: ҫав тери вӑйлӑ тунсӑх пусрӗ, хуть вилсе вырт.

Я поднялся к себе наверх с огарком свечки и поставил его на стол, сел перед окном и попробовал думать о чем-нибудь веселом, — только ничего не вышло, такая напала тоска, хоть помирай.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ коридора сиксе тухрӑм та, хыҫалалла тухмалли алӑкран кӗрсе, чартакалла хӑпаракан пусмапа пӳрт ҫине улӑхрӑм.

Я выскочил в коридор, затем в дверь на черный ход и поднялся по чердачной лестнице на крышу.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ оранжерея ишӗлчӗкӗ ҫине улӑхрӑм — умра инҫетри хире куртӑм, хам Зинаидӑпа тӗл пулнине аса илтӗм те шухӑша кайрӑм.

Я взобрался на развалину оранжереи, увидел пред собою далекое поле, вспомнил встречу с Зинаидой и задумался…

XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Вӑхӑта нимӗн чухлӗ сая ямасӑр, пусма тӑрӑх анса, паҫӑр хурса хӑварнӑ пӑшалсене илтӗм те каллех пусма тӑрӑх хӑвӑрт улӑхрӑм, унтан, чупса пыракан тискер этемсен ҫулне пӳлес тесе, сӑртӑн тепӗр еннелле, тинӗс патнелле, чупма пуҫларӑм.

Не теряя времени, я сбежал по лестнице к подножию горы, схватил оставленные там ружья, затем с такой же быстротой взобрался опять на гору, спустился с другой стороны и побежал наискосок прямо к морю, чтобы остановить дикарей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шӑтӑк алтнӑ чухне тухнӑ чулсене палатка витӗр пӗчӗк картишне йӑта-йӑта кӑларса, хӳме ҫумне шал енчен купаласа улӑхрӑм.

Выкопанные камни я уносил через палатку во дворик и складывал у ограды с внутренней стороны.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех