Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳллӗрен те ҫӳле улӑхакан хӗвел ӑшшинче «Варяг» юрра ӗнӗрлесе пыратӑп.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Тепӗртакран вӑл чикмекпе улӑхакан Арҫука курах кайрӗ.
Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.
Коридор варрине ҫитсен, директор винт майлӑрах улӑхакан пусма тӑрӑх жестянщиксем ӗҫлекен мастерскоя хӑпарчӗ.Оттуда он по узкой винтовой лестнице поднялся в жестяничную мастерскую.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эпир нимӗн тума пӗлмесӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр те, тустарса пӗтернӗ пӳлӗмсем ҫумӗнчен ҫӳлелле улӑхакан ансӑр картлашка патнелле утрӑмӑр.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ун хыҫӗнче — Ботредж; йӑраланса улӑхакан Стомадора Факрегед пулӑшать.За ним стоял Ботредж; Факрегед поддерживал вылезающего Стомадора.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳлте хускалакан, тӑрӑран хысак ҫине улӑхакан икӗ мӗлкене курсан лешӗ тилӗрсе кӑшкӑрчӗ те персе ячӗ, анчах таркӑнсем тӗм хушшинче ҫухалчӗҫ ӗнтӗ; ҫав вӑхӑтра картиш хӳми урлӑ чикӗ хуралҫисем сике-сике каҫрӗҫ, аркату пуҫланчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав вӑхӑтра штатски тумтирлӗ ҫын милиционерсене усал сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те, халӑх сирӗлнипе усӑ курса капитан кӗперӗ ҫине улӑхакан пусма патнелле шурӗ, кунта шурса кайнӑ икӗ офицер шикленсе тӑраҫҫӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тата йӑпанаятӑн ӗнтӗ: ав, ҫӳлелле шуса улӑхакан темиҫе тӑмсай ҫине-ҫинех санӑн ятна калаҫҫӗ, акӑ хӑпарса ҫитрӗҫ, санпа юнашар е тата ҫӳлерех вырнаҫса ларчӗҫ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӑшман Вершигорӑна сӑртсем ҫинелле улӑхакан пӗчӗк ҫулсем хӗрринче сыхлама пуҫланӑ.Враг подстерегал Вершигору на глухих дорогах, ведущих в горы.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Костя малтанах ҫӳлелле улӑхакан трапа асӑрханӑччӗ, унӑн уҫӑ люкӗнчен кӑвак пӗлӗт курӑнатчӗ.Костя еще раньше заприметил ведущий наверх трап, в люк которого заглядывает голубое небо.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Акӑ тинех — ҫӳлелле улӑхакан ҫурла ҫутинче — аппаратӑн хурҫӑ витти йӑлтӑртатса илчӗ.Наконец, в свету восходящего серпа блеснула стальная обшивка аппарата.
Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хумханса кайнӑ Павӑл бук хупписен шӑрши сарнӑ вӑрманти сывлӑша тарӑннӑн сывласа илчӗ те сӑрталла улӑхакан партизансен колонни ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ.
41 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пурнӑҫпа кӗрешӳре, хӑв улӑхакан кашни сӑртра, шыв урлӑ каҫсан кашни ҫыранта, темле ывӑнсан та, темле йывӑр пулсан та, эсӗ яланах ӗненсе тӑма тивӗҫ: сана ирӗклӗх, юрату, телей кӗтет… кирек епле пулсан та!
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗр айӗнчен ҫурӑкпа улӑхакан шӑраннӑ шӗвек масса яланах ҫӗр ҫине тухаймасть.Но не всегда расплавленная масса, поднимающаяся из глубины земли по трещине, достигает поверхности.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
«Альпийски» дивизин чаҫӗсем, болгарсен икӗ полкӗпе тата летичевечсемпе недичевецсен чаҫӗсемпе пӗрле, таврари мӗнпур ялсемпе ту тӑрринелле улӑхакан пур ҫулсене те йышӑнса, Ястребац ҫинче пӑшалсемпе персе ҫӳреме пуҫларӗҫ.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хуланалла улӑхакан хӗрлӗ тӑмлӑ чӑнкӑ ҫырана ҫапӑ-ҫатракасемпе тыттарса ҫирӗплетнӗ, чӑнкӑ ҫыран хӗррипе хула бульвар туса хунӑ, унта тирексем, акацисем, ҫӑкасем йӑвӑ лартса тултарнӑ; бульвар варринче хула пуҫлӑхӗпе Покивайко хӑйсен укҫипе хитре беседка тутарнӑ, ҫийӗ мачтӑллӑ, уявсем чухне ҫав мачта ҫинче патшалӑх ялавӗ вӗлкӗшсе тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Халӗ ак Кызыл Яр лавккаҫи тӑрантас ҫинчен анчӗ те, ҫӗлӗкне хывса, сӑрт ҫине улӑхакан хӑрах куҫлӑ полковнике ҫӗр ҫумнех пӗшкӗнсе пуҫҫапрӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мэрдан пуҫӗпе сӗлтрӗ те сарлака утӑмсемпе ҫӳлелле улӑхакан сукмак патнелле утрӗ.Мэрдан молча кивнул и крупными шагами направился к тропе, которая взбиралась наверх.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сӑрталла улӑхакан, картасене ҫырма чулӗпе тытнӑ, пурҫӑн хурчӗ ӗрчетекен йывӑҫсемпе тата улмуҫҫисемпе хупланнӑ пӗчӗк пӳртсем ларса тухнӑ кукӑр урамра Донадзе машинӑна чарчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл, хум ҫинчи пек, пӗрре айлӑмсене анакан, тепре ҫӳлех мар сӑртсем ҫине улӑхакан автострада тӑрӑх колоннӑпа пырать.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.