Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑх сăмах пирĕн базăра пур.
улӑх (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫтан пин ҫухрӑм аякран, — Те улӑх тӑрӑх, те шывпа, — Килсе ак ҫитрӗ Яикран, Хускатрӗ халӑха хыпар.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тухать-и вӑл килтен-ҫуртран — Чӗнет ӑна вӑрман та улӑх.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пырать Ишутӑн пысӑк ӗҫ: Вӑл пуйрӗ халь — ун пурнӑҫ тулӑх, Ӳсет вӑй-хал; пулать ун кӗҫ Юман кати, ҫӑл куҫӗ, улӑх.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Улӑх тӑрӑх хӗрсем килеҫҫӗ, сӑртран ансӑр сукмакпа шкул ачисем ушкӑнпа анаҫҫӗ, ҫывӑхри урамсенчен тухман ҫын пӗрре те юлман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Улӑх таврана каҫ сулхӑнӗ ҫапсан ҫеҫ пушанчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем кӑшкӑрашни, такам чӗрине те хускатмалла каҫса кайса кулни, пӗтӗм улӑх тӑрӑх янраса, Атӑл хӗрринчи вӑрман катине ҫитсе ҫапӑнать, вӑрмантан, вӗсене йӗкӗлтенӗ пек, хирӗҫлесе сас янраса килет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн уҫать-ши ҫынсен кӑмӑлне — янкӑр уяр ҫанталӑкпа улӑх илемӗ-и е пӗрлешӳллӗ ӗҫӗн савӑнӑҫӗ — кашни утӑмра хаваслӑ кӑмӑл вылянине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫ умне халӑхпа тулнӑ анлӑ улӑх тухса тӑрсан ҫеҫ Ятман ӑна-кӑна маннӑ пек пулчӗ, чӑтлӑхпа пынӑ хыҫҫӑн шап-шур чечеклӗ уҫланкӑна тухнӑ ҫын евӗр, тек малалла утма хӑймасӑр умри картинӑпа нумайччен киленчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, йывӑр ӗнтӗ ӑна, пӑхма та улӑх тӑрӑх чупмалли каччӑ кӑна вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Атӑл хӗрри, вӑрман, улӑх.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сарыев мӑрсан апла ку улӑх?

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кунта пирӗн яланлӑх стан пулать, — лапкӑшпе сарӑлса выртакан улӑх еннелле алӑ тӑсса кӑтартрӗ Шуйский князь воеводӑсене.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улӑх, терӗҫ, хурӑнӑн ай тӑррине Ешӗл ҫулҫисене суйлама.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӗп-хӗрлӗ те кӑн-кӑвак чечекпе тулнӑ улӑх тӑрӑх утса пырать пек; ун тавра мана тыт та, мана тыт тесе хитре хӗрсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ; Патирек вӗсенчен пӗрне ал вӗҫҫӗн йӑтать те чакӑл сӑрт тӑрӑх ялалла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша пасарӗ лавккасен хыҫне, анлӑ улӑх хӗррине, вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шыв ик айккипе улӑх тӑсӑлать, хӑшпӗр кукӑрсенче ҫеҫ Сӑр тӳрех хыр вӑрманӗ е юманлӑх патне пыра-пыра ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен енче, кирек ӑҫта кайсан та, йӑмраллӑ кукӑр-макӑр ҫырмасенчи ҫӑлкуҫсем чуна хускатаҫҫӗ; ешӗл улӑх илемӗ те, лаштра юман хӳтӗлӗхе те, кӑтра хурӑн капӑрӗ те ҫула тухнӑ ҫынсене килентерет, канӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Улӑх енчен тӗллӗн-тӗллӗн йӑваш ҫил вӗрнӗ вӑхӑтра тутлӑ шерпет ӑша ҫемӗҫтернӗ пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Улӑх ути капанӗсем сайра ҫӗрте ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрачасен хурлӑхлӑ юррисем кӑна улӑх енчен тӗллӗн-тӗллӗн ҫил вӗрнӗ майӑн илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех