Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑх сăмах пирĕн базăра пур.
улӑх (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑр тӑрӑхӗнче те улӑх пур тет вӗсен.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс хирӗҫ пултӑн, Атӑл хӗрри, вӑрман, улӑх теме пуҫларӑн.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑла тавӑрса пур енчен те, хулапа посадран ҫеҫ мар, вӑрманпа улӑх енчен те, ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ, хуртланнӑ пин-пин виле шӑрши сӑмсана кӳ те кӳ киле-киле ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫӗр вара утлӑ ҫарӑн пысӑк мар ушкӑнӗ улӑх тӑрӑх кунта килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей кӑҫал та иртнӗ ҫулсенчи пекех хӑйӗн мӗн пур тӑванӗ-пӗтенӗпе улӑх тӑрӑх халӑх умӗнчен чыслӑн утса иртме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улӑх тӑрӑхӗнчи хӑвалӑхра шӑланпа палан йывӑҫҫисем нумай.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Улӑх тӑрӑх юхакан сивӗрех ҫил халь ҫуллахи пек ачаш мар, ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑнӑ ҫын ҫине шыв сапнӑпа йӗрех ҫӳҫентерсе илет…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗр ирхине, кӑвак шуҫӑм тап-таса ҫуталса хӑпарнӑ чух, ешӗл улӑх ҫутӑ кӗмӗл сывлӑмпа йӑлтӑртатса тӑнӑ вӑхӑтра, Алимпин ывӑл ача ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Улӑх тӑрӑх каллех юрӑ янӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Улӑх варрипе ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ сукмак иртет.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Акӑ, хӗрсем паккус вӗҫне тухса кӑшт сывлӑш ҫавӑрма ларсан, улӑх тӑрӑх юрӑ янӑраса каять:

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Улӑх ҫинче, тӳпере, чӗвӗлти кайӑксем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Шывран тухсан, эпир, хӑва ӑшне ларса, хӗвел ҫинче ӑшӑнтӑмӑр, унтан улӑх урлӑ вӑрманалла чупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑрахут сасси илтӗнчӗ те улӑх тӑрӑх кай еннелле у-у-у! тесе янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тахӑшӗ юрласа ячӗ, ҫывӑхри ушкӑнра юрӑ вӑйланчӗ, тепӗр самантран улӑх тӑрӑх нумай саслӑн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫава сасси сывлӑмлӑ улӑх тӑрӑх ян-ян! кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Умра, улӑх тӗлӗнче, куҫа илӗртсе асамат кӗперӗ ытарайми илемлӗ карӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн симӗс улӑх тӑрӑх Атӑл хӗрнелле, леш енчи хырлӑха чупса каяс килет, анчах эпӗ каяймастӑп: мана анне ниҫта та кайма хушман.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав самантрах пӑрахут сасси сывлӑмлӑ улӑх тӑрӑх янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Сарлака та пит илемлӗ Ман Анне-Ҫӗршывӑм: Темӗн чухлӗ уйӗ-хирӗ, Сӗм вӑрманӗ, улӑх…»

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех